Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комисси ларăвĕ иртнĕ

21 января 2009 г.

Çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен районти комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче иртнĕ. Унта Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн территорийĕнче экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинчи нормативлă требованисене тата нормативлă документсене тĕпе хурса ĕçленине тишкернĕ. Производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен, çут çанталăкпа усă куракансем тăван тавралăха сиен кỹнĕшĕн тỹлес йĕркене мĕнле пăхăнса ĕçлени, биологилле каяшсене чавса чикессинче ветеринарипе санитари йĕркисене мĕнле пăхăнни çинчен Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Зайцев доклад туса панă. Доклада сỹтсе явма комисси членĕсем _ В.Рыбкин, С.Петрянкина, В.Нягин, Т.Портнова, П.Тремасов хутшăннă. Экологи тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕле тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тĕллевпе вырăнти депутатсен пухăвĕнче çирĕплетнĕ территорири санитари йĕркелĕвĕн схемине çирĕп пăхăнса пурнăçлама кирлине палăртнă. Çапла майпа производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарассин йĕркине мĕнле пăхăнса ĕçленине кашни виçĕ уйăхра тĕплĕн тишкермелле. Ялсен территорийĕсене санитари енĕпе йĕркене кĕртес тĕлĕшпе палăртакан схемăсене çирĕплетмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика