21 января 2009 г.
Фермăсенче хĕл тапхăрĕн тăваттăмĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çак вăхăтра районта выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илесси чакман, кăтартусем ỹснĕ анчах. Хальхи вăхăтра районĕпе куллен кашни ĕнерен 11,9 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 0,4 килограмм ытла сĕт сăвăнать. Чи пысăк сăвăм "Яманчурино" ОООра _ 19,4 килограмм, "Комбайн" ЯХПКра _ 17,5 килограмм, "Прогресс" ЗАОра _ 16,3 килограмм. Вĕсенче, паллах, ĕнесене тулăх рационпа тăрантараççĕ: фураж _ 4-5 килограмм, жмых 1-1,5 килограмм тивĕçет, çителĕклĕ таран сенаж, силос, утă-улăм, жом уйăрнă. Пĕр сăмахпа, рациона зоотехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра фермăсенче пĕрин хыççăн тепринче апата ятарлă агрегатсемпе усă курса валеçессине йĕркелеççĕ. Ĕç условийĕсем çăмăлланнипе пĕрлех ĕç тухăçлăхĕ те нумай ỹсет. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче çĕнĕ техника регламенчĕ вăя кĕнĕренпе ял хуçалăх предприятийĕсен фермисенче тăрăшакансем тата яваплăрах пулма хăйсем умне тĕллевсем лартаççĕ: пахалăхлă сĕт анчах туса илмелле. Хĕл тапхăрĕ нумай фермăра ăнăçлă иртет. Хальхи вăхăтра куллен ял хуçалăх предприятийĕсене тухса çỹрени те çакна çирĕплетет. Маларах палăртса каланă тата ытти фермăсенче çителĕклĕ таран пахалăхлă апат хывса хăварнă. Вĕсенче кашни кунхи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пырассишĕн тимлеççĕ. Çав вăхăтрах Ленин ячĕпе хисепленекен, "Труд" хуçалăхсем пирки ниепле те çакна калаймăн. Мĕншĕн тесен Аслă Елчĕкре апат сахал, ĕç дисциплини хавшаса çитнĕ. Тислĕке кăларма та топливо çитсе пыманни, сысна фермине пыракан çут çанталăк газĕн пăрăхне татни, паллах, тухăçлă ĕçлесе пыма нумай чăрмантарать. "Труд" хуçалăхра выльăх апачĕ пур, анчах юлашки вăхăтра ĕç дисциплини хавшани, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пырайманни продукци туса илессинче чăрмав кỹрет. Продуктивлăха чакарас мар тесен жомпа, жмыхпа усă курмалла, кăçал жмых йỹнĕ, унăн 1 килограмĕ 4 тенкĕ анчах. 1 килограмм жмых вара 3 килограмм тырăпа танлашать. Тырра перекетлемелле.