Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

21 января 2009 г.

2009 çулхи кăрлачăн 1-10-мĕшĕсенче Елчĕк район территорийĕнче административлă право йĕркине пăснăшăн 75 çынна явап тыттарнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 2, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 15, çул-йĕр йĕркине пăхăнманшăн _ 55 (2 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăснăшăн 3 çынна айăпланă. Çемьере хирĕçỹ пуçарнă 2008 çулхи раштавăн 30, 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕш çĕрĕнче Патреккелти П. арăмне хĕненĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсене Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. Кăрлачăн 3-мĕшĕнче Таяпа Энтринчи Г. (1979 çулта çуралнă) упăшкине хĕненĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсене 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судне ярса панă. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Аслă Таяпари Н. çемйинче Пăва районĕнчи Кильдуразран килнĕ С. тата унăн тăванĕсем харкашу пуçарнă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсене Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. Кăрлачăн 6-мĕшĕнче 12 сехет те 30 минут тĕлĕнче Аслă Таяпари М. мăшăрне хĕненĕ. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Кăрлачăн 9-мĕшĕнче 20 сехет те 30 минутра Кавалти С. (1979 çулта çуралнă) мăшăрне хĕненĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Кăрлачăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Я. тата Мускаври З. Тăрăмри Р. çуртне саккунсăр майпа кĕрсе кил хуçине хĕненĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсене Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. Тĕрлĕрен Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Хăвăлçырма урамĕнче çак ял çыннине С.-на Элпуçри А. (1983 çулта çуралнă) хĕненĕ. Асăннă фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Кăрлачăн 3-мĕшĕнче Елчĕкри 1933 çулта çуралнă К. укçи çухалнине асăрханă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. 2008 çулхи чỹк уйăхĕнче Шăмалакри П. (1957 çулта çуралнă) килĕнчен тухса кайнă та таврăнман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика