Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах пĕрле пуласчĕ

17 января 2009 г.

 Çулран çул хыçа юлнине сиссе те юлаймастпăр. Акă, 2008 çула та утса тухрăмăр. Çавна май редакцин иртнĕ çулхи почтине тишкерме вăхăт. Пĕлтĕр пирĕн пата 844 çыру килчĕ. Ялти корреспондентсен çырăвĕсем район хаçачĕн содержанине лайăхлатма, пуянлатма, журналистсем çитеймен ялсенчи çĕнĕ хыпарсене çийĕнчех пĕлтерме май параççĕ. Çавăнпа та ялкорсене эпир кăмăллăнах хамăр ĕçтешсем теме пултаратпăр. Вĕсем пире кулленхи ĕçре нумай пулăшаççĕ. "Елчĕк ен" тусĕсен йышĕ пĕчĕк мар. Вĕсене паян ятран аса илмесĕр иртес килмест. Вĕсем: П.Печков, В.Кассирова, В.Вастулова (Аслă Елчĕк), А.Богданов (Кивĕ Арланкасси), О.Миронова (Таяпа Энтри), Н.Вершков, Т.Захарова (Патреккел), Ю.Листопад, Б.Тихонов, П.Сидоров, О.Марков (Шупашкар), Василийпе Владислав Сазоновсем (Кỹлпуç), Н.Кудрявцев (Аслă Пăла Тимеш), В.Колесов (Шăмалак), Николайпа Вячеслав Кругловсем (Курнавăш), Н.Малышкин, А.Сорокин, Л.Зайцева, В.Демьянов, А.Молоствов, А.Тимофеев, Л.Кудрявцева, Н.Кушманова (Елчĕк), Е.Никифорова (Çуткỹл), Н.Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), И.Кузьмина (Ĕнел), Л.Енедерова (Тăрăм), Г.Веникова, Л.Маркова (Энтепе) тата ытти авторсем. Шкул ачисем район хаçатне заметкăсемпе хайлавсем, юмахсем ытларах çырасси "Шăнкăрав" хушма кăларăм тухма тытăннăранпа пушшех нумайланчĕ. Уйрăмах район хаçачĕпе Александрпа Кристина Васильевсем (Аслă Таяпа), Наталья Ефимова (Çирĕклĕ Шăхаль), Мальвина Усанова (Шăмалак), Диана Захарова (Патреккел), Татьяна Светопольская, Наталия Васильева (Курнавăш) туслă çыхăну тытаççĕ, вĕсем шкулти çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Хаçат редакцине килнĕ кашни çырушăн хавас эпир. Çапах хăшĕ-пĕрне хаçатра усă курма май килмест. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: пулса иртнĕ хыпар-хăнара кая юлса çырса пĕлтернĕ, е пĕр-пĕр хисеплĕ çын, е пулса иртнĕ пулăм çинчен темиçе шкул ачи те шăрçаланă. Ял ятне, хушаматне çырма маннă тĕслĕхсем те пур. Курнавăшри Д.Смирновăн, Çĕнĕ Пăвари шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекенсен, Чăваш Тăрăмĕнчи С.Фомкинан, Елчĕкри П.Иванован, Тỹскелĕнчи Е.Зайцеван, Таяпа Энтринчи Н.Пчелован, Тип Тимешри Д.Смирнован, Кивĕ Эйпеçри В.Панкратован çырăвĕсене архива яма тиврĕ. Вĕсем хăйсен çырăвĕсене редакцие кая юлса çитернĕ, çавна май хыпарсен тĕшши çухалнă. Кĕçĕн Таяпари Галина Сергеевна Тарасована хĕрĕсемпе ывăлĕсем, çывăх тăванĕсем 55 çулхи юбилей ячĕпе хаçатра саламлас тенĕ, сăн ỹкерчĕкне те ярса панă. Анчах, питĕ шел, ăна хаçатра пичетлеймерĕмĕр. Çывăх тăвана çуралнă кун ячĕпе саламласси, çынсене, калăпăр, шурă халатлă ĕçченсене чир-чĕре çĕнтерме пулăшнăшăн тав тăвасси тỹлевлĕ. Аса илтерсе хăварар пулĕ: уйрăм çынна саламлама, тав тума редакци кассине 200 тенкĕ тỹлемелле, сăн ỹкерчĕкпе _ 250 тенкĕ. Иртнĕ çулăн юлашки кунĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатĕнчен В.С.Шурчановран пысăк конвертлă çыру килчĕ. Унта вăл район çыннисене Çĕнĕ çулпа саламланă. Анчах çыру Мускавран часах çитеймен, ăна та хаçатра усă кураймарăмăр. Салам çитнĕ çĕре пирĕн хаçат пичетленетчĕ ĕнтĕ. Критикăллă çырусем те килеççĕ редакцие. Ытти çулсемпе танлаштарсан, вĕсен йышĕ питĕ сахал. Тăватă çыру регистрацилерĕмĕр пĕлтĕр. Вĕсене ответлă çынсем патне ярса патăмăр. Анчах темшĕн Елчĕк ял тăрăхĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕсем хурав пама васкамаççĕ. Хисеплĕ тусăмăрсем! Кăçал та пирĕнпе туслă çыхăну тытасса шанатпăр эпир. Район хаçачĕ малашне те Елчĕксен кĕтнĕ тусĕ пултăр тесе тăрăшнинче сирĕн тỹпе те пысăк. Май пулсан кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр. Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çавна май ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусем пирки нумайрах çырасси иккĕлентермест. Общество корреспонденчĕсенчен вырăнти лару-тăрупа час-часах паллаштарасса, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ĕçлекен наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пынине тишкерессе, çитменлĕхсене уççăн палăртасса, тỹрлетме пулăшасса шанатпăр. Мĕнле ыйту канăç памасть _ пурне те хускатма пулать хаçатра. Акă тата кăçал кроссворд ăсталакансен конкурсне йĕркелеме палăртнă. Çавăнпа хитре почеркпа, лайăх ỹкернĕ кроссвордсем кĕтетпĕр сиртен. Яланах пĕрле пулар, ялкорсем. Сирĕн çырăвăрсемшĕн яланах хапăл эпир. Хаçат вулаканĕсемпе общество корреспонденчĕсене çывхарса килекен Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, творчествăра ăнăçу, телей сунатпăр. Перосем яланах çивĕч пулччăр. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика