17 января 2009 г.
Чăвашстатра 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комиссин анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне районсемпе хуласенчи тĕп специалист-экспертсем те хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту _ çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие _ халăх çыравне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илесси. Çырав вăхăтне те татăклăн палăртнă: вăл юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет. Федерацин патшалăх статистика служби Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçи, комисси председателĕ Ю.Марков çырава хатĕрленме тытăннăранпа туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: Чăвашстат республикăри ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăхăн çыравшăн яваплă органĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан территори тытăмĕсемпе, предприяти-организацисемпе килĕштерсе ĕçлени ырă витĕм кỹнĕ. Халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесе çитересси, урамсен ячĕсене çырнă аншлагсене, çуртсен номер паллисем пуррипе çуккине инвентаризацилесси иртнĕ çулхи тĕп тĕллев пулнă, ăна ăнăçлă пурнăçланă. Республикипе пурĕ 249 пин ытла, пирĕн районта 8860 çурта хакланă. 2008 çулхи юпа уйăхĕнче Росстат халăхăн сăнавлă çыравне ирттернĕ. Халĕ сăнавлă çырава пĕтĕмлетес ĕç пырать. Пухнă опытпа усă курса Росстат ларăвĕнче Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн программин проектне сỹтсе явнă, мероприяти хăçан иртессин кунĕсене те палăртнă. Кашни çыравçăн 380 çынран ыйтса пĕлмелле. 2009 çулта пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ вара чăннипех пысăк. Çак тапхăрта адрес хуçалăхне, çуртсен номерĕсене йĕркене кĕртессине вĕçлемелле: кашни çуртра миçен пурăннине палăртмалла, картографи материалĕ территорири лару-тăрупа пĕр килнине тĕрĕслемелле, ялсен списокне хатĕрлемелле, çырав, инструктор, стационар участокĕсене вăхăтлăх вырнаçтарма пỹлĕмсем суйламалла, штатра тăман кадрсене çирĕплетмелле, организаципе хуçалăхăн ытти мероприятийĕсене уçăмлатмалла.