Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташăçăсен конкурсĕнче

27 декабря 2008 г.

 Курнавăшри информаципе культура центрĕнче хореографи коллективĕсен "Грация" районти II фестиваль конкурсĕ иртнĕ. Унта 7 çултан пуçласа 20 çулчченхи ташă ăстисем хутшăннă. Вĕсем виçĕ ушкăнра ăмăртнă. Конкурс "халăх ташши" тата "хальхи ташă" номинацисемпе иртнĕ. Жюри членĕсем номерсен художество тата професси шайне, пултарулăхне, хăйне евĕрлĕхне, костюмĕсене, артистсем сцена çинче хăйсене тытма пĕлнине хак панă. "Халăх ташши" номинацире пĕрремĕш приза Елчĕкри "Солнышко" ача садне çỹрекен çамрăк артистсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта "Веснушки" (Елчĕк шкулĕ), виççĕмĕш _ "Калинка" ташă ушкăнĕ (Тăрăм шкулĕ). Çак номинацирех вăтам ушкăнрисем хушшинче Çĕнĕ Пăвасем пĕрремĕш, Патреккелсем иккĕмĕш вырăнсене тухнă. "Халăх ташши" номинацие хутшăнакан ташăçăсем сахаллăн, хальхи ташша юратакансем йышлăн пулнă. Пĕчĕккисен ушкăнĕнчи "Солнышко" ача сачĕн воспитанникĕсем чи пултаруллисем пулнипе палăрнă. Елчĕк шкулĕнчи "Мышки" тата Курнавăш шкулĕнчи "Веселые девчата" ташă ушкăнĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Вăтам ушкăнри ташăçăсен хушшинче "Дети XXI века" (Елчĕкри шкул), "Энер-Джайзер" (Курнавăшри шкул) ушкăнсем чи пултаруллисем пулнă. Курнавăшри аслă классенче вĕренекенсен "Step Ap" ташă ушкăнне чылайăшĕ пĕлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен конкурссенче тупăшаççĕ. Халĕ те вĕсем Гран-прие тивĕçрĕç. "Лед" (Кушкăри шкул) _ иккĕмĕш, "Леди-Джаз" (Елчĕкри шкул) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çакна палăртмалла: "Грация" конкурса районти пур шкул та хутшăнман. Çав вăхăтрах Елчĕксемпе Курнавăшсем конкурса темиçе коллектив тăратма пултарнă. Шанас килет, çитес çулсенче конкурса хутшăнакансем йышланĕç. Пĕчĕкренех ташлама вĕренни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасен пултарулăхне аталантарас, талантлисене çул уçса парас тĕллев тытнă та конкурс йĕркелỹçисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика