27 декабря 2008 г.
Иртнĕ эрнере Шупашкарта Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Пирĕн районтан манăн делегат пулса конференцине хутшăнма тỹр килчĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ В.Мельников, тĕп специалисчĕ Ю.Плотников, ШВСМ директорĕ С.Шелтуков, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен олимп резервĕн училищисен представителĕсем, районсенчен янă делегатсем тата ытти чĕннĕ хăнасем çак мероприятие активлă хутшăнчĕç. Малтанах Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Г.Иванов юлашки пилĕк çул хушшинче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет туса пачĕ, çитес пилĕк çуллăха палăртнă планпа тата программăпа паллаштарчĕ. Республикăра районсемпе хуласенче штатри 13 тренер йывăр атлетикăна аталантарма пулăшать. Юлашки виçĕ çулта республикăра 6 спорт мастерĕ (4-шĕ пирĕн ентеш), 7 спорт мастерĕн кандидачĕ (6-шĕ пирĕн районтан) тата пĕр тĕнче класлă спорт мастерĕ (Улатăр хулинчи А.Лукишин) хатĕрленĕ. Йывăр атлетика енĕпе МСМК нормине пурнăçланă виççĕмĕш чăваш спортсменĕ пулчĕ вăл. Маларах тĕнче рекордсменĕ В.Андреев тата Европа чемпионĕ Ю.Мышковец çеç çакăн пек çитĕнỹ тума пултарнă. 2005 тата 2007 çулсенче республика команди Атăлçи тăрăхĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă, икĕ спортсмен Раççей чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Олимп резервĕн училищисен представителĕсем малашлăхлă атлетсене вĕренме илме хатĕррине, çавăн пекех кашни район делегачĕ йывăрлăхсем çинчен пĕлтерчĕç, йывăр атлетикăна аталантарма кирлĕ мерăсем йышăнма хистерĕç. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ В.Мельников йывăр атлетикăна республикăри вунă приоритетлă спорт енĕсен шутне кĕртни, çавăнпа та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрасси çинчен шантарчĕ. Вырăнсенчен малашлăхлă спортсменсене Шупашкарти вĕренỹ заведенийĕсене яма ыйтрĕ. Тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явнă хыççăн Г.Иванова çитес пилĕк çула Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацине ертсе пыма шанчĕç, федераци секретарĕ пулма С.Шелтукова çирĕплетрĕç. Хамăр районти йывăр атлетика федерацийĕн ĕçĕсем çинчен палăртас пулсан, кăçал пирĕн икĕ воспитанник спорт мастерĕн, пĕр спортсмен спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. Республикăри пĕтĕм ăмăртăва хутшăннă. Район команди пуринче те призерсен йышĕнче пулнă. Районта тăватă ăмăрту ирттернĕ. Çулталăкри юлашки ăмăрту раштавăн 20-мĕшĕнче Ел-чĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче иртрĕ. Н.Малькова асăнса иртекен турнирта районти чи вăйлă атлетсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Калас пулать, турнирта спортсменсен рейтингне (ăна ятарлă таблицăпа, атлетăн хăйĕн виçине тата ăмăртури кăтартăва шута илсе палăртаççĕ) хакласа парнесем пачĕç. 18 çула çитмен çамрăк каччăсем хушшинче чи лайăх вунă штангист ятне республика чемпионĕ А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш), республика рекордсменĕ В.Викторов (Елчĕк), нумай хутчен район чемпионĕ пулнă А.Шляпин (Елчĕк), районти çамрăксен командин капитанĕ А.Викторов (Елчĕк), П.Чермаков тата С.Прохоров (Çĕнĕ Пăва), республика чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ Н.Васильев, А.Патшин (Елчĕк), Д.Николаев (Курнавăш) тата А.Алексеев (Кушкăри вăтам шкул) тивĕçрĕç. Хĕрсем хушшинче чи вăйли Аслă Пăла Тимешри 1-мĕш разрядлă спортсменка Л.Иноходова пулчĕ. И.Ананьева (Çĕнĕ Пăва) тата М.Портнова (Аслă Пăла Тимеш) иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусем турĕç. Çитĕннĕ атлетсем хушшинче Н.Матвеев тата А.Портнов палăрчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те "Юман" спорт клубĕн чысне хỹтĕлеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене СССР спорт мастерĕ Б.Клементьев тата спорт ветеранĕ Н.Молоствов саламларĕç, çитес çулта кăтартусене лайăхлатма сунчĕç.