Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăшăн усăллă

24 декабря 2008 г.

Яллă районсенче ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене обществăлла ĕçе вырнаçтарассине тĕпе хураççĕ. Хăйсене пурăнмалăх ĕç укçи ĕçлесе илмелли мелсенчен пĕри çакă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ăнăçлăхĕ ĕç паракансемпе тачă килĕшỹре пулнинчен килет. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене ял тăрăхĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче, районти предприятисемпе организацисенче йĕркеленĕ. Кăçал вăхăтлăх обществăлла ĕçе 250 çынна вырнаçтарнă, вĕсенчен ытларахăшĕ _ хĕрарăмсем. Хĕрарăмсем, тĕпрен илсен, ял хуçалăх культурисене çум курăкран тасатма, территорие тирпей-илем кỹме, уй-хирти пуянлăха алла илме, хут ĕçĕсене йĕркене кĕртме хутшăннă. Вĕсем унта вăтамран пĕрер уйăх ĕçленĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал "Победа", "Арланово", "Эмметево", "Комбайн", "Агрофирма "Нива" ял хуçалăх предприятийĕсемпе, "Щипцов В.Н.", "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çапла майпа ĕçсĕр çынсем хĕрỹ тапхăрта _ çуркунне, çулла ял хуçалăх производствине хутшăнса ĕçлерĕç, ялсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе тимлерĕç. Ку е вăл çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă чухне вăл миçе çулта, сывлăхĕ мĕнле пулнине, унăн професси тĕлĕшĕнчи ăсталăхне тата ытти уйрăмлăхсене, ĕç паракан ыйтнине тĕп вырăна хуратпăр. Обществăлла ĕçе хутшăнакансене тỹлеме Чăваш Республикин бюджетне федерацин компенсаци фондĕнчен уйăракан субвенцисемпе усă кураççĕ, унсăр пуçне ĕç паракансем ĕç укçи тỹлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика