Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкултан пуçланать

24 декабря 2008 г.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çула çитмен ачасене вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçтарас тĕллевлĕ программăна çак çулсем тăршшĕпех тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырать. Çапла майпа ачасен пĕрремĕш ĕç вырăнĕ шкултан пуçланать. Вĕренекенсем çуллахи вăхăтра анчах мар, çулталăк тăршшĕпех ĕçлĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем территорие тирпей-илем кĕртнĕ, ỹсен-тăрансене пăхса тăнă, воспитательсемпе вожатăйсене пулăшнă çĕре, библиотекăсенче ĕçлеме, пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнма пултараççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем патне кăçал 500-е яхăн çула çитмен ача хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă. Хăшĕ вăхăтлăх ĕçе вырнаçасшăн, хăшне профконсультаци кирлĕ пулнă. Чылай ача пĕрремĕш ĕç вырăнне хăйсем вĕренекен шкулта тупрĕ, теприсем ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр "Колос", "Сатурн", "Победа", "Комбайн", "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, куçса çỹрекен механизациленĕ колоннăн "Яльчикская" производство кооперативĕпе чылайранпа тачă çыхăнса ĕçлет. Кăçал "Свобода", "Родник", "Марс", "Агрофирма "Нива" ял хуçалăх предприятийĕсемпе, "Цветковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕпе, "Падуев" уйрăм предпринимательпе "пĕр чĕлхе" тупрăмăр. Ашшĕ е амăшĕ ачине ĕçлеттерме ирĕк пани çинчен çырса çирĕплетнĕ хыççăн вĕсене ĕçе илеççĕ. 14-16 çулхи ачасен кулленхи ĕç вăхăчĕ 5 сехетрен, 16-18 çулхисен 7 сехетрен иртмелле мар. Вăтам ĕç тапхăрĕ _ 4 эрне. Уйăхри вăтам ĕç укçи 781 тенкĕрен пуçласа 1562 тенкĕ таран. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине асра тытса çула çитмен ачасем ватă çынсемпе инвалидсене килĕсене кайса пулăшассине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Çак тапхăрта вĕренекенсем 74 ватă çынна кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшса ырă ĕç турĕç. Ачасем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен характерĕ шăпах ĕçре çирĕпленет. Хăйсен укçине алла тытса курни пушшех хавхалантарать, ĕмĕтпе пурăнма хистет. Кăçал çак вăхăтчен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çула çитмен 464 ачана вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика