Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Писательсен çĕнĕ ăрăвĕ _ камсем вĕсем?

24 декабря 2008 г.

Писательсен çĕнĕ ăрăвĕ _ камсем вĕсем? Писательсемпе критиксем, журналистсемпе издательсем раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче çамрăк литераторсен Республикăри пĕрремĕш форумĕнче тĕл пулчĕç. Писательсен çĕнĕ ăрăвĕ _ камсем вĕсем? Вĕсене мĕнле пулăшмалла? Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупма тăрăшрĕç форума хутшăннисем. Çак тĕл пулăва республикăри икĕ писательсен союзĕ _ профессилле писательсен союзĕпе Чăваш Енри писательсен союзĕ ЧР культура министерствипе пĕрле йĕркеленĕ. Чăваш литературин пуласлăхĕ _ çырма тытăнакан писательсен аллинче. Чи кирли _ вăхăтра вĕсене алă тăсни, тĕрĕс çул кăтартни. Çакă культура министрĕн Роза Лизакован сăмахĕнчи тĕп шухăш пулчĕ. Унăн сăмахĕнчен форума уççăн тата конструктивлă калаçма йĕркелени палăрчĕ. Çак шухăша Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕн правленийĕн председателĕ Михаил Юхма ырларĕ. Вăл наци культурине тата литературине аталантарнă çĕрте çамрăк писательсен пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Чăваш литератури пĕр вырăнта тăмасть. Унта çĕнĕ ятсем курăнаççĕ. Вĕсене литературăн "хулăн" журналĕсен редакторĕсем чи малтан пĕлнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çамрăк литераторсем хăйсен ĕçĕсене чи малтан вĕсем патне илсе пыраççĕ. Вĕсемпе "Хресчен сасси" "Издательство çурчĕ" ПУП директорĕ _ тĕп редакторĕ Сергей Павлов паллаштарчĕ. Кунтах "Кам вăл паянхи литература геройĕ?" тепĕр ыйтăва пăхса тухнă. Чăваш Республикин профессилле писательсен Союзĕн правленийĕн председателĕ Иван Тимофеев _ Вутлан çак ыйтăва çамрăк авторсем хăйсем лайăх хуравлама пултараççĕ тесе шутлать. Çамрăк литераторсем умне тухса тăракан çивĕч ыйтусем пирки Атăлçи федераци округĕнчи çамрăк писательсен Координаци Канашĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ, Раççейри çамрăк писательсен VIII форумне хутшăннă Валентина Беляева чарăнса тăчĕ. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.Комиссаров çамрăк авторсемпе туслă, килĕштерсе ĕçленине палăртрĕ. Правительство та вĕсене пулăшма хатĕр. Форума хутшăннисем Роза Лизакова пĕлтернĕ хыпара хапăлласа йышăнчĕç: 2009 çулта Чăваш Енре наци радионе туса хураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика