Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсем пысăк

24 декабря 2008 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта çитес çул пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх çулталăкне япăх мар кăтартусемпе вĕçлеççĕ. Кăнтăр зона тăрăх ял хуçалăхне аталантарассинче кăçал Елчĕк районĕ республикăра пĕрремĕш пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тивĕçлĕ шайра аталанать. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Апла пулсан, çĕнĕ çулта тата лайăхрах ĕçлемелле. Президент Указне тивĕçлипе ĕçе кĕртес тĕллевпе районĕпе çĕр ĕç культурисене малашлăхра туса илмелли контрольлĕ цифрăсене, урăхла каласан, ĕç калăпăшне татăклăн çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçин ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина каласа кăтартрĕ. Кăçал районĕпе 45 пин тонна, иртнĕ çулхинчен 47 процент ытларах тĕш тырă туса илнĕ пулсан, çитес çул кăтартăва 50 пин тоннăна çитермелле. Палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртес тесен çак ыйтусене татса парассипе паянах пикенсе ĕçлеме тытăнмалла. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран саппасламалла. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама ытларах кирлĕ дизель топливи халĕ, çуркуннехипе танлаштарсан, 50 процент йỹнелнĕ. Çак майпа усă курса юлмалла. Çĕнĕ çулта татах хаксем ỹсесси паллă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннин 27 процентне, урăхла каласан 1 гектар çĕре сухаланин 160 тенкине, федераци бюджетĕнчен саплаштарни те тавар туса илекенсене хавхалантармалла. Ăна туяннăшăн патшалăх уйăракан субсиди пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсене 2008 çулта 5 миллион тенкĕ ытла тивĕçмелле. Хальхи вăхăтра йỹнĕрех хакпа илме пулать, уншăн та субсиди уйăраççĕ. Агропромышленность комплексне патшалăх енчен пулăшасси малашне тата ỹсмелле. Хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 11 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр. Патшалăх умĕнчи тĕллевлĕ программăра çирĕплетнĕ çулталăкри хăш-пĕр кăтартусем 11 уйăхрах пурнăçланни 2008 çула ăнăçлă вĕçлессе шанма май парать. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинчи тепĕр пысăк ĕç _ 2009-2012-мĕш çулсенче сĕт туса илмелли выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетесси тĕллевлĕ программа. 2012 çул тĕлне сĕт туса илессине 15 процент ỹстермелле. Ĕнесен продуктивлăхне, пăру илессине тивĕçлĕ шая çитермелле. Ку енĕпе субсидисен çĕнĕ тĕсĕсем ĕçе кĕреççĕ. Унчченхи пулăшу укçисен ставкисем те чылай ỹснĕ. Палăртнă çĕнĕ программăпа килĕшỹллĕн федераци, Чăваш Республикин бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ кĕмелли майсем ỹсеççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева патшалăхран уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса продуктивлăха, производствăна, выльăхсен хисепне май пур таран ỹстересси çине тимлĕх уйăрасси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сĕт пахалăхне тивĕçлипе хаклама май паракан федераци саккунĕ вăя кĕчĕ. Çĕнĕ техника регламенчĕпе килĕшỹл-лĕн малашне сĕт пахалăхне хакласа палăртакан требованисем питех те çирĕп пулаççĕ. Çакă тỹрремĕнех ял хуçалăх предприятийĕсене пырса тивет. Халиччен сĕт ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем те пĕрлехи производство стандарчĕсене пăхăнса ĕçлемен. Сĕт хутăшĕ пур, анчах вăл чăн продукци мар пулин те ăна сĕт тесе сутнă. Малашне сĕт продукцийĕсен упаковки çине продукцие чăн сĕтрен е ăна улăштаракан япаларан хатĕрленине палăртса çыраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика