Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле шыв ĕçетпĕр?

24 декабря 2008 г.

 Шывсăр пурнăç çук. Апла пулин те эпир çуррине яхăн япăх пахалăхлă шывпа усă куратпăр _ вăл гигиена шайне тивĕçмест. Хуласемпе поселоксенче пурăнакансем ĕçекен шывăн 70 проценчĕ çиелтен юхса выртать. Вăл органика, металл, аммиак, пестицидсен хутăшĕсен шайĕпе санитари нормине тивĕçтермест. Çын сывлăхĕшĕн органика хутăшлă хлор пĕрлешĕвĕ уйрăмах сиенлĕ. Вăл (паянхи куна 300-шне ытла палăртнă) рак чирне тата генсен мутацине аталанма пулăшать. Сăнаса пăхнă тăрăх, çынсен 61 проценчĕ кранри шывпа усă курать. Нумайăшĕ ăна фильтрпа тасатмасть е вĕретмесĕр ĕçет. Тĕрлĕ çăл куçри, таса мар çăлти шывпа усă куракансем те нумаййăн. Ун пек шыв, паллах, сывлăхшăн сиенлĕ. Санитарипе гигиена тата эпидемиологи требованийĕсене тивĕçтерекен пысăк пахалăхлă шыв çын сывлăхне упраса хăварассинче тата пурнăç шайне ỹстерессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çын сывлăхне сиен ан кỹтĕр тесен ăна тĕрлĕ хутăшсенчен тасатмалла. Юлашки çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çинчен тухтăр-гигиенистсем анчах мар, политиксем те палăртса калаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ку тĕлĕшпе малтан Указ йышăннисĕр пуçне "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" программа çирĕплетрĕ. Программăра палăртнине тĕпе хурас пулсан, хулара пурăнакансене 100 процент, яллă вырăнта пурăнакансене 73,7 процента çити пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика