Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

24 декабря 2008 г.

Комсомольски районĕнчи Асанкассинче Совет Союзĕн Паттăрне Ф.Н.Чернова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртнĕ. Унта 8 командăран Елчĕксем виççĕмĕш вырăн йышăннă. 38 кг виçери спортсменсенчен Э.Адюков (Аслă Елчĕк) палăрнă. Вăл _ чемпион. Кушкăри Э.Дергунов (63 кг), Г.Жуков (69 кг) _ иккĕмĕш, Кушкăри А.Дмитриев (46 кг) тата Аслă Елчĕкри А.Печков (54 кг) _ виççĕмĕш вырăнсенче. Елчĕкри Спорт çуртĕнче 1993 çулта çуралнă тата çамрăкрах баскетболистсен ăмăртăвĕ пулнă. Арçын ачасен _ 9, хĕр ачасен 6 команди тупăшнă. Арçын ачасенчен Аслă Елчĕкри, Елчĕкри, Энтепери, хĕр ачасенчен Аслă Елчĕкри, Елчĕкри (2 команда) шкулсен командисем палăрнă. Волейболисткăсен Çĕнĕ çул умĕнхи турнирне 6 команда хутшăннă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тупăшура Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул команди Лаш Таяпасенчен 2:0 шутпа выляса илнĕ. Финалта Çĕнĕ Пăвасемпе Елчĕксем тĕл пулнă. Кунта Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул команди ăнăçлă ăмăртнă. Вăл _ çĕнтерỹçĕ. Чăваш Ен Президенчĕн Н.Федоровăн кубокĕшĕн пыракан шкул ачисен спартакиадинче кире пуканĕ йăтакансен зонăри ăмăртăвĕнче 4 районăн _ Елчĕксен, Комсомольскисен, Шăмăршăсен, Красноармейскисен командисем тĕл пулнă. Кунта Елчĕксем мала тухнă. Вĕсем çитес çулхи кăрлач уйăхĕнчи финалти ăмăртусене хутшăнаççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Комсомольски тата Шăмăршă районĕсен командисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика