20 декабря 2008 г.
Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вун çиччĕмĕш сессийĕ пулса иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кăçал Патшалăх Канашне янă "Чăваш Ен çитĕнĕвĕ _ кашнин пуçарулăхĕнче" Çырупа тухса калаçнă. Тепĕр кунхине, раштавăн 17-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕп ыйту республикăра пурăнакансене Чăваш Республикин Президенчĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарасси пулчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçлас тĕлĕшпе тумалли мероприятисене, 2002 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче йышăннă "Алкоголизма хирĕç кĕрешсе пурнăçламалли хушма мерăсем"Указ мĕнле пурнăçланнине сỹтсе явнă. Пирĕн районти Пĕрлехи информаци кунне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин федераци службин территори органĕн ертỹçин çумĕ Л.Егорова, "Чăваш Республикинчи çĕр кадастрĕн палати" ФГУ директорĕ Т.Матвеева, Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентĕве аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ М.Федотов хутшăннă. Вĕсем районта йĕркеленнĕ ушкăнсемпе пĕрле Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсене, Елчĕкри, Таяпа Энтринчи шкулсене çитсе курнă, ялсенче пурăнакансемпе, вĕрентекенсемпе тĕл пулнă. Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин федераци службин территори органĕн ертỹçин çумĕ Л.Егорова, Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Л.Горшкова Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи культура çуртĕнче, ясли-садра, правленире, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе, граждансемпе тĕл пулчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва тишкерчĕç. Президент 2008 çулхи ĕçе пĕтĕмлетет. Экономикăпа социаллă сферăн аталанăвне тĕплĕн тишкерет, малашлăхри пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене палăртать. Президент Çырăвĕ, вăл палăртакан программăсен вăйĕ витĕмлĕ, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, пурнăçа кĕреççĕ. Хăй вăхăтĕнче Президент ялсенчи кашни çурта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла тума, иртнĕ çул республикăри кашни яла асфальт çул çитерме шантарчĕ. Мĕн палăртни пĕтĕмпех пурнăçланчĕ. Чăваш Ен 2008 çула ăнăçлă, ырă тĕслĕхпе, çĕнĕ çитĕнỹсемпе вĕçлет. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче чылай кăтартупа малта пырать. Чăваш Республикин Президенчĕн "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вăл республикăри аграрисен умне пысăк тĕллевсем лартать: çĕр улмипе тĕш тырă производствин çулталăкри калăпăшне пĕрер миллион тоннăна çитермелле. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Президент палăртнă тăрăх, агропромышленность комплексĕнче хăйне евĕрлĕ аграри промышленность революцийĕ кирлĕ. 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмелле. Информаци кунне хутшăннă статистика ĕçченĕсене Л.Егоровăпа Л.Горшковăна халăхпа куçа куçăн тĕл пулнипе усă курса черетлĕ халăх çыравĕ çинчен сăмах пуçарма та меллĕ пулчĕ. Патшалăх статистикин республикăри ертỹçин çумĕ Л.Егорова Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе республикăра туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ пулсан, статистикăн районти ертỹçи Л.Горшкова районти лару-тăру пирки палăртса каларĕ. Эпир пулнă Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен те тĕслĕх илмелĕх пур. Чи малтанах, кунта халăх çыравĕ çинчен калакан материалсемпе усă курса ятарлă стендсем хатĕрленĕ. Вĕсене çын йышлă çỹрекен вырăнсене _ культура çурчĕпе библиотекăра, правленире, шкулта, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче вырнаçтарнă. Аслă Елчĕк _ пысăк ял, хальхи вăхăтра унта пурĕ 709 хуçалăх шутланать, 2039 çын пурăнать. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ялти 20 урамри урам ячĕсен аншлагĕсене, çуртсен номерĕсене ятарласа çырса хатĕрлеттернĕ. Халĕ вĕсене çакса тухмалли анчах юлнă.