Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор пулас тесен

20 декабря 2008 г.

18 çул тултарнă çын юн тата унăн компоненчĕн донорĕ пулма пултарать. Юн парас умĕнхи кун çуллă, тĕтĕмленĕ, техĕмлĕ апат, çăмарта, çу çиме, сĕт ĕçме юрамасть. Варенипе пылак чей, компот, минерал шывĕ ытларах ĕçмелле, çăкăр, сухари, сушка, шывпа пĕçернĕ пăтă, макарон, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле. Районти тĕп больницăна пырас умĕн 2 талăк маларах эрех-сăра, 72 сехетчен аспирин, анальгетик пур эмелсене ĕçмелле мар. Ирхине чĕре сури туни те çителĕклĕ. Юн парас умĕн вара вĕри чей ĕçмеллех. 1 сехетлĕхе пирус туртмалла мар. Çак йĕркене пăхăнни тромбоцит е плазма паракансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем юн компоненчĕсене хатĕрленĕ чухне пахалăха витĕм кỹреççĕ. Юн илнĕ вырăна хунă бинта 3-4 сехет иртмесĕр салтма тата йĕпетме юрамасть. Пĕр талăкран çеç вăйпа ĕçлеме, эрех-сăра ĕçме пултаратăр. Икĕ талăк тутлăхлă апат кăна çимелле, шыв ытларах ĕçмелле. Донор пулма яланлăх чăрмантаракан сăлтавсене те кашнийĕн пĕлмеллех _ ВИЧ-инфекци, сифилис, вирус гепатичĕсем, юн туберкулезĕ, онкологи чирĕсем. Вăхăтлăх сăлтавсен шутне шăл кăларттарни (10 кун), ангина, грипп, ОРВИ (1 уйăх), уйăх хушши (5 кун), хырăм пăрахни (6 уйăх), çире пурри тата ачана кăкăр çитерни (çуратнă хыççăн 1 çулталăк, кăкăр пăрахтарсан _ 3 уйăх) кĕрет. Районти учрежденисемпе организацисен, хуçалăхсен ертỹçисем донорлăха сарасси çине пысăк тимлĕх уйăрасса, коллективри ĕçченсене ырă та сăваплă ĕçе хутшăнтарасса шанатпăр. Раштавăн 23-мĕшĕнче донорсене хамăр патăмăрта кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика