Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна вилĕмрен çăлни _ паттăрлăх

20 декабря 2008 г.

Юн парас службăна аталантарас тĕллевпе патшалăх ятарлă программа йышăнни ыт ахальтен мар. Тĕрлĕ сăлтава пула йывăр аманса сусăрланнă çынсен пурнăçне çăлса хăварма юн кирлĕ. Шел пулин те, пирĕн районта та, республикăра та, çĕршывра та инкек-синкек тупăнсах пырать. Пирĕн хушăрах юн препарачĕсемсĕр пурăнайман чирлĕ çынсем те сахаллăн мар. Вĕсене такам мар, эпир пулăшма пултаратпăр. Çак ырă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ара, эсир панă юнпа çынна вилĕмрен хăтарса хăварма пулать-çке. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра патшалăхăн ирĕклĕ донорлăха аталантармалли программипе килĕшỹллĕн тĕрлĕ мероприяти иртет. Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче, ытлари кун, районти тĕп больницăна Канашри юн илекен станцинчен килеççĕ. Çак кун сире, хаклă вулаканăмăрсем, хамăр патăмăрта кĕтетпĕр. Сывлăхăр çирĕп тĕк, атьăр-ха донор ретне тăрар, чирлĕ çынсене çăлма хамăр тỹпене хывар. Донорсен йышне ỹстерме пурнăç хистет. Ахальтен мар вĕсене паракан социаллă гарантисене патшалăх саккунпа палăртнă. Юн илнĕ кун ĕçрен хăтараççĕ, тепĕр кунлăх отгул параççĕ, апат çиме 80 тенкĕ уйăраççĕ. Çитес ытлари кун хапăлласах кĕтетпĕр сире, хаклă ентешĕмĕрсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика