Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртнĕ

20 декабря 2008 г.

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 4 ыйтăва пăхса тухрĕç. "Районти Депутатсен пухăвĕн "Елчĕк районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси" кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕ пулчĕ. Унпа райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова тĕплĕн паллаштарчĕ. Район бюджетне налуксем тата ытти тỹлевсем планпа пăхса хăварнинчен 1 миллион та 281 пин тенкĕ ытларах пырса кĕнине шута илсе депутатсем "Елчĕк районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç. Бюджета пырса кĕнĕ маларах асăннă укçа-тенкĕн пĕр миллион тенкине депутатсем кăçал районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмне капиталлă юсав ирттернĕшĕн пухăннă парăма татма, 281 пин тенкине Çĕнĕ Пăвапа Кивĕ Эйпеç шкулĕсен тăррисене юсама кайнăшăн пухăннă парăма саплаштарма йышăнчĕç. "Елчĕк районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăва улшăнусем кĕртме хистекен тепĕр сăлтав вăл Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине вăйлатас майсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн района хушма 1,6 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕни. Районăн "2009-2011 çулсенче Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнче табак тата табак изделийĕсемпе усă курассине профилактикăласси", "2008-2011 çулсенче Елчĕк районĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе кĕрешесси тата вĕсенчен асăрханасси" тĕллевлĕ программисем çинче Елчĕкри тĕп больницăн тухтăр-наркологĕ Р.Шакова тата поликлиника заведующийĕ Л.Капламова чарăнса тăчĕç. Райадминистрацин ĕçĕсене ертсе пыракан Е.Михайлова районти Депутатсен Пухăвĕн 2008 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 5Ỹ11-с йышăнăвне кĕртнĕ хăш та пĕр улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика