20 декабря 2008 г.
В.З.АФАНАСЬЕВ, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: _ Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вырăнти влаçсен ĕçне тĕплĕ тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă. Маларах туса пынă ĕçсемпе _ хăтлăхпа тирпейлĕх, çынсен пурнăçне çăмăллатассипе тăрăшасси малашне те пулса пырĕ. Çыру _ çулталăклăха панă хăват, халăхпа пĕрле малалла талпăнма çул шыранине çирĕплетекен документ. В.П.СКВОРЦОВ, "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕн ертỹçи: "Çитес икĕ çулта сирĕншĕн тата тепĕр тапхăр пурнăçа кĕрет _ ялсен тĕп урамĕсен сетьне асфальт сарасси. Çак тĕллев валли 2,8 миллиард тенкĕ яма палăртса хунă тата 1,5 миллиард тенкĕ _ ялсене çыхăнтаракан автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетме тата тĕпрен юсама", _ палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Чăнах, Президент палăртнă тĕллевсем пирĕн енре хăвăрт пурнăçланаççĕ. Акă, ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессине кĕске вăхăтра вĕçлерĕç. Районти кашни ял асфальтлă çулпа çыхăнчĕ. Çавна май ял çыннин пурнăç условийĕсем лайăхланчĕç. Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырури тĕллевсене пурнăçлассипе ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Хăвăлçырмари, Аслă Елчĕкри тĕп урамсенче асфальтлă çул пур. Çитес çул Елчĕкпе Аслă Елчĕке çыхăнтаракан çула тĕпрен юсаса аслăлатассипе те тăрăшатпăр. Çырăвăн тĕп шухăшĕ, тĕвви унăн ятĕнче. Ытти _ пирĕн кулленхи пурнăçăн ĕç-хĕлĕнче. П.Н.КУПТАШКИН, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçин çумĕ, тĕп зоотехникĕ: _ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа хывнă укçа-тенкĕ çухалманнине палăртрĕ. Вăл инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма кайнă. Çакă ял хуçалăх производствин тухăçлăхне, ял çыннин ĕçлес хастарлăхне ỹстерет. Пирĕн хуçалăх та "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕн майĕсемпе туллин усă курма тăрăшать. Фермăри оборудованине çĕнетрĕмĕр, хăватлă, энергие перекетлекен техника та чылай туянтăмăр. Президентăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхĕ енĕпе тума палăртнă ĕçсем пире тата та тăрăшма хистеççĕ.