Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ

17 декабря 2008 г.

Ĕç _ пурнăç тĕрекĕ, илемĕ. Вăл тупăш çăл куçĕ те. Çавна май çын çийĕнчех ĕçе вырнаçаймасан е ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлсан пăшăрханать. Йывăрлăхпа тĕл пулнă çынсене пулăшас тесе тăрăшаççĕ те ĕнтĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем. Пирĕн патăмăртан куллен çын татăлма пĕлмест. Пĕрисене _ яланлăх, теприсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ кирлĕ. Училищĕсенчен, техникумсемпе колледжсенчен вĕренсе тухакансем те йышлăн килеççĕ. Пытармалли çук, çамрăк специалистсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. Çамрăксем хушшинчи ĕçсĕрлĕхе тĕрлĕрен сăлтавлама пулать. Суйласа илнĕ професси тĕлĕшĕпе вĕсем теори пĕлĕвĕ илнĕ, анчах хăнăху, практика çителĕксĕр. Çав вăхăтрах ĕç паракансем професси ăсталăхне чи малти вырăна хуни куç кĕрет. Пуçламăш, вăтам, ятарлă пĕлỹ илнисем, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисемпе танлаштарсан, ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма сахалрах пыраççĕ. Ĕçе вырнаçас тĕллевпе кăçал пирĕн пата вăтам шкултан, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă ятарлă пĕлỹ илнĕ 46 çамрăк ыйтупа килчĕç. Вĕреннĕ специальноçпа ĕçлесе курнине ку чухне чи малти вырăна хураççĕ. Ĕç рынокне тишкерни те çакна çирĕп-летсе пырать. Ĕç тупасси вăраха тăсăлнă 18-20 çулхи çамрăксене пирĕн центр ĕçпе ти-вĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ программăна хутшăнма сĕнет. Ун пек чухне çаксене шута илеççĕ: _ эсир 18 çул тултарнă, анчах 20 çула çитеймен; _ пуçламăш е вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕн выпускникĕ; _ ятарласа вĕреннĕ специальноçпа ĕç шыратăр _ ĕçлеме тытăнма хатĕр; _ ĕç çуккипе ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăратăр. Асăннă программăна хутшăнни сире теори пĕлĕвне практикăра çирĕплетме май парать: _ специальноçпа опыт пухма; _ пĕрремĕш хут укçа ĕçлесе илме; _ яланлăх ĕç вырăнĕ тупма; _ яваплăха туйма тата малашлăха шанма. Яланлăх ĕç вырăнĕ пулмасан ĕçпе тивĕçтерекен центр сире тỹлевлĕ майпа обществăлла ĕçсене хутшăнма мелсем туса парать. Унсăр пуçне вакансисен ярмăрккисем, çамрăксем валли информаци кунĕсем, çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе карьера кунĕсем йĕркелетпĕр. Унта мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çамрăксене пĕрремĕш ĕç вырăнĕ тупма пулăшакан ĕç паракансене чĕнетпĕр. Халиччен ниçта та ĕçлемен, нумаях пулмасть анчах вĕренсе пĕлỹ илнĕ 3 çамрăка кăçал вăхăтлăх "Телец" ОООна ĕçе вырнаçтартăмăр. Вĕсенчен иккĕшĕ _ повар, пĕри _ юрисконсульт пулса ĕçленĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене пĕр уйăхра 1562 тенкĕ укçа тỹленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика