Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхшăн халех тимлемелле

17 декабря 2008 г.

Тунти кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче районти социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн, ĕçпе тивĕçтерекенсен пĕрлешĕвĕн, профсоюзсен енчен палăртнă комисси членĕ-сем хутшăнчĕç. Ларăва комисси координаторĕ, район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн капиталлă строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн ертỹçи И.Кузнецов ертсе пычĕ. Çĕршывра çитес çул тĕрлĕ улшăнусем чылай пулмалла. В.Путин ертсе пыракан правительство çынсен пурнăç шайне çĕклес енĕпе тĕрлĕ меро-прияти ирттерме палăртнă. Акă, 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ỹсет _ вăл уйăхсерен 4330 тенкĕрен кая пулмалла мар. Ку енĕпе районта та ĕç пырать _ чылай учрежденисемпе организацисем ĕç тỹлевĕн çĕнĕ тытăмĕ çине куçаççĕ. Халĕ тĕрлĕ йĕркелев ĕçĕсем пыраççĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçин çумĕ М.Теллина, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, профсоюзсен районти координаци канашĕн ертỹçи А.Клементьев малашне те çак ыйтăва кашни коллективра сỹтсе явмаллине, тĕллеве пурнăçа кĕртмелли майсемпе туллин усă курма кирлине палăртрĕç. Халăха хумхантаракан тепĕр ыйту вăл _ федерацин "Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли страхованин хушма взносĕсем тата пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх пулăшасси çинчен" саккунĕ. Унпа Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева паллаштарчĕ. Маларах асăннă саккун пулас пенсионерсен укçи-тенкин виçине ỹстерме май парĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайне хушма взноса тỹлесси çинчен заявленине кирек хăш вăхăтра, 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1 _ 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕсенче çырма юрать. Пулас пенсионерăн çулталăкра 2 пин тен-кĕрен кая мар взнос тỹлемелле. Тивĕçлĕ кану ỹсĕмĕ çитменнисене патшалăх 1:1 виçипе финанслать, анчах çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытла мар. Взнос тỹлемелли условисем, хушма взноса инвестицилесси, ăна ирĕке йышăнакансене (правопреемники), налук çăмăллăхĕсем памалли йĕркесем çинчен чарăнса тăчĕ З.Яковлева. Çавăн пекех халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене мĕнле йĕркелени пирки те палăртрĕ. Кунта тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ: массăллă информаци хатĕрĕсенче, сайтсенче материалсем вырнаçтараççĕ, халăхпа тĕл пулусем, "çавра сĕтелсем", информаци марафонĕ, "Уçă алăксен кунĕсем", семинарсем йĕркелеççĕ. Çакă чылай пулăшать _ хальлĕхе 234 çын пенсин пухăнса пыракан пайне хушма взнос тỹлесси çинчен заявлени панă. "Малашне çак ĕçе тата та активлăрах тăсмалла", _ пулчĕ комисси членĕсен пĕр шухăшĕ. Çавăн пекех ларура виçĕ енлĕ комиссин 2009 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика