17 декабря 2008 г.
2002 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă тĕнчипех паллă ăсчах, пирĕн ентеш _ Хабиб Миначев. Телевиденипе "Время" передачăра кунĕпе темиçе хутчен "скончался выдающийся академик Х.М.Миначев" тесе хыпарларĕç. Манăн вара вăл Чăваш Енрен тухнине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килчĕ. Пĕррехинче çапла музея П.Сидоров килнĕ те унпа Х.М.Миначев çинчен калаçу пуçартăмăр. Петр Петрович хамăр ентешсем çинчен яланах мăнаçлăн, ытарлăн каласа кăтартма ỹркенмест. _ Пирĕн районти Çĕнĕ Пикшикре мар, Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшикре çуралнă-скере мĕншĕн пирĕн ентеш тесе калатăр эсир? _ тетĕп. Вăл вара ăсчахăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен эпĕ пĕлмен çĕнĕлĕхсен "çăмхине" сỹтрĕ те сỹтрĕ: _ 1984 çулхи кĕркунне Мускавра Хабиб Миначевич патĕнче хăнара пулма тỹр килчĕ мана. Ун патне нихăçан та çитеес çукчĕ пулĕ, енчен те мана хамăн шăллăм _ хими наукисен кандидачĕ Анатолий пулăшман пулсан. Миначевсем пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Арăмĕ те Елена Амаяковна упăшки пекех ăш пиллĕ те тараватлă пулнине малтанах туйса илтĕм. Чей ĕçнĕ майăн 2 сехет ытла калаçса лартăмăр вĕсемпе. "Хабиб Миначевич, пирĕн республикăри хаçатсенче Эсир Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ тесе çыраççĕ, анчах Патăрьелсем Сире хăйсен ентешĕ тесе палăртаççĕ. Мĕн каланă пулăттăр Эсир çакăн пирки?" _ çапларах пулчĕ ман пĕрремĕш ыйту. Тỹрех хуравлама васкамарĕ вăл. Комод туртминчен паспортне илчĕ те мана тыттарчĕ. Уçса пăхатăп, унта ĕнентермелле: 1908 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пикшик ялĕнче çуралнă, тесе çырнă. Эпĕ паспортпа паллашнă хыççăн кăна Хабиб Миначев ман ыйту çине хуравлама пуçларĕ. _ Эпĕ тĕне ĕненекен çын мар. Апла пулин те, мăсăльмансен пĕр каларăшне илсе кăтартам: "Санăн аçупа аннỹ ăçта ытларах пурăннă, вилнĕ хыççăн вĕсене ăçта пытарнă _ санăн Тăван çĕршыву çавăнта". Манăн пиччепе аппан, шăллăмпа йăмăкăн ачалăхĕ Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшикре иртнĕ. Анчах 20-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пирĕн пысăк çемье Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа тата Яманчỹрел ялĕсем хушшинчи хире куçса килнĕ. Кунта манăн аттепе ытти тăвансем çĕнĕ ял _ Çĕнĕ Пикшик никĕсленĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ Пикшике хамăн тăван кĕтес тесе шутлатăп. Унта аттепе анне мĕн виличчен пурăнчĕç, вĕсем кунтах ĕмĕрлĕх канлĕх тупрĕç. Манăн тăвансем икĕ Пикшикре те пурăнаççĕ, çавăнпа та манăн хаклă тăван çĕршыв Патăрьелпе Елчĕк хутлăхĕнче... Паянхи кун академикăн тăванĕсем ăçта кăна пурăнмаççĕ пулĕ. Хирти Пикшикре иртнĕ ĕмĕрте пурăннă унăн аслашшĕне Багаутдин тесе чĕннĕ. Çавна май Хабиб Миначевичăн чылай тăванĕсем Багаутдинов хушаматпа çỹреççĕ. Эпир лайăх пĕлекен Минзаит, Рахимзян Багаутдиновсем _ Хабиб Миначевичăн аслă пиччĕшĕн Минулла Багаутдиновăн ачисем. Çавăн пекех академик тăванĕсем хушшинче Тазюков, Камалетдинов, Незеев хушаматлă сумлă çынсем те йышлă. Апла тĕнчипех паллă ăсчахпа çеç мар, унăн тăванĕсемпе те чăннипех те мухтанма тивĕç эпир.