Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра татăлмалла

17 декабря 2008 г.

Автотранспорт шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Ял çыннин пурнăç условийĕ лайăхланса пынине çирĕплетет çакă. Анчах та транспорт хуçисем хушшинче йĕркене пăхăнманнисем те тĕл пулаççĕ _ вĕсем транспорт налукне вăхăтра тỹлемеççĕ. Суд приставĕсен федерацин службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕнче паянхи кун районта транспорт налукне тỹлемен 130 çын шутланса тăрать, укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи 149 пин тенкĕпе танлашать. Хăш та пĕрне ятран асăнса хăварар. Исемпелĕнчи А.В.Ильинăн транспорт налукĕшĕн 1200 тенкĕ, Мучарти А.А.Красновăн 1800, Тĕмерти А.А.Константиновăн 5000, Хăвăлçырмари П.Н.Волковăн 12000, Çĕнĕ Пăвари В.И.Ласточкинăн 15000, Таяпа Энтринчи Г.В.Сафроновăн 7400, Аслă Шăхальти С.З.Ивановăн 3500 тенкĕ тỹлемелле. Налукпа вăхăтра татăлмасан уйрăм çынсен 1000-рен пуçласа 2500 тенкĕ таран, предприятисемпе организацисен ертỹçисен 10000 тенкĕрен пуçласа 20000 тенкĕ таран штраф тỹлеме тивĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика