Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр налукĕн ставкин процентне чакарнă

17 декабря 2008 г.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕнче тĕрлĕ ыйтусем çĕкленĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри ял тăрăхĕнчи налуксене йĕркелес ыйтусен Положенине çирĕплетесси пулчĕ. Çак Положенин виççĕмĕш сыпăкĕн 8-мĕш пайĕнче уйрăм çурт вырăнĕнче усă куракан çĕр налукĕсене тỹлемелли йĕркесене, срокĕсене, виçисене пăхса тухрăмăр. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче пурăнакан вырăнсен çĕрĕсене патшалăх кадастр хакĕн кăтартăвне çирĕплетни çинчен" йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕнчи кашни ял çĕрĕн кадастр хакне палăртнă. Елчĕк ялĕн çĕрĕ (1 тăваткал метрĕ) 191 тенкĕ те 62 пуспа танлашнă. Çак хак районта чи пысăкки. Елчĕксене ăнланса ял тăрăхĕн депутачĕсем çитес çул валли çĕршĕн тỹлемелли налук ставкин процентне чакарнă. Çитес çул ăна кăçалхи пек 0,3 процентпа мар, 0,1 процентпа тỹлĕç. Калăпăр, кăçал Елчĕксен 10 сотăй çĕршĕн 574 тенкĕ те 90 пус тỹлемелле пулсан, çитес çул 10 сотăй çĕршĕн 191 тенкĕ те 62 пус тỹлемелле пулать. Кăçалхи çĕр налукĕсене тỹлемеллех. Унсăрăн налук инспекцийĕ пени илет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика