Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этемлĕхе çăлар

13 декабря 2008 г.

 Патреккел ял библиотекинче "Этемлĕх хăрушă чир авăрĕнче" ятпа уçă урок-сехечĕ иртрĕ. Ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те "Мĕнле пирус туртма, эрех ĕçме пăрахмалла?" ыйту канăç памасть. Хальхи вăхăтра аслисем хушшинче пирус туртакансем, эрех ĕçекенсем йышлă. Çавăн пекех шкул çулĕнчи ачасем те çак киревсĕр йăласемпе туслашакансем тĕл пулаççĕ. Уçă урок-сехетне библиотекăра "Суйлатпăр _ сывлăха" ятпа кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ. Т.Захарова библиотекарь кĕнекесемпе тата хаçат-журналсенчи статьясемпе усă курса тишкерỹ ирттерчĕ. Э.Иванова вĕрентекен пирус туртнин пысăк сиенĕсене пĕтĕмлетнĕ слайдпа паллаштарчĕ. Пирĕн çĕршывра пирус туртнине пула ачасем, хĕрарăмсем, арçынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине тĕрлĕ тĕслĕхсемпе кăтартса панă унта. Уçă сехет-урокĕ чылайăшне тарăн шухăша ячĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика