Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксен тан марлăхĕ

13 декабря 2008 г.

Рынок саманинче пĕр пек, çирĕпленнĕ хаксем çук. Кашни ахаль çын хăй куçĕпе курса ĕненме пултаракан тĕслĕх _ уявсен умĕн апат-çимĕç, алкоголь изделийĕсене хаклăрах парса туянасса пĕлсех тăратпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, кĕтсех тăр, ака, вырма умĕн хакланса каяççĕ. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама ытларах кирлĕ дизель топливи вара çак тапхăрта йỹнелнĕ. Чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче унăн 1 литрĕ 19,75 тенкĕ тăнă, уйăх вĕçĕнче вара 15,75 тенкĕпе туянма пулнă, паянхи хак _ 12-10 тенкĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра саппасра 137 тонна анчах дизель топливи пур. Иртнĕ çул ытларах _ 200 тонна пулнă. Асăннă 137 тонна дизель топливи, тĕпрен илсен, виçĕ хуçалăхăн тỹпи. Çав шутран 60 тонни _ "Комбайн" ЯХПКн, 42 тонни _ "Прогресс" ЗАОн, 10 тонни _ "Рассвет" ЯХПКн. Юлашки ытти хуçалăхсене "тивĕçет". Çунтармалли-сĕрмелли материалсем иртнĕ уйăхра куллен тенĕ пек йỹнелсе пынă пулин те ял хуçалăх предприятийĕсем ăна туянма васкаман, хаксем тата йỹнелессе кĕтеççĕ. Вĕсене те ăнланма пулать, мĕншĕн тесен иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче хуçалăхсем чи пысăк пахалăхлă сĕтĕн 1 килограмне 13 тенкĕпе, пĕрремĕш сортлине 12,3 тенкĕпе сутнă пулсан, кăçал вара вăл 9,4 тата 8,7 тенкĕ анчах. Ял хуçалăх производствине тивĕçлĕ шайра аталантарма хаксен тан марлăхĕ те чарса тăрать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туяннăшăн федераци бюджетĕнчен сухаланакан 1 гектар çĕр пуçне 160 тенкĕ тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2008 çулта пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсене вăл 5 миллион та 500 пин тенкĕ тивĕçмелле. Удобренисемпе наркăмăшлă им-çам, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннин пайне те патшалăх саплаштарать. Апла пулин те çывхартнă пысăк кăтартусене удобрени, им-çам, çунтармалли-сĕрмелли материалсем ытла хакланса кайни "çисе" пырать. Раççейри кăтартусемпе танлаштарсан та, кăçалхи 9 уйăхра минераллă удобренисен хакĕсем 70 процент, дизель топливи вырма вăхăтĕнче 30 процент ỹснĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем 1,5 процент анчах ỹснĕ, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен сутлăх хакĕ 3 процента яхăн чакнă. Урăхла каласан, çак вăхăтченех хаксен тан марлăхĕ хуçаланать. Çакна пăхмасăр, районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянассин вăхăтне тăсни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕ çултан вăл хакланма та пултарать. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра, çуркуннехипе танлаштарсан, уйрăм минераллă удобренисене 2 хут йỹнерехпе туянма пулать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çакна шута илме ыйтать, майпа усă курса юлма сĕнет. 2009 çулхи тыр-пул никĕсне тивĕçлĕ шайра хывса хăварас тесен минераллă удобренисене кирлĕ таран туянмаллах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика