Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕнĕ çула _ кĕнекепе"

13 декабря 2008 г.

Раштав уйăхĕн 8-12-мĕшĕнче республикăра ачасемпе çамрăксен "Çĕнĕ çула _ кĕнекепе!" III фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхине "Çемьепе вулатпăр" девизпа йĕркеленĕ. Фестивале хутшăнса Яманчỹрелти тĕслĕх библиотекăра кĕнеке уявĕ иртрĕ. Фойере, вулавăшра тĕрлĕрен выставкăсем йĕркеленĕ. Шкул ачисемпе вĕт-шакăр çеç мар, ватă çынсем те йышлă пуçтарăннă культура çуртне. Уява райадмини-страцин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова уçрĕ. Вăл ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслашнин, çемьепе пĕрле кĕнеке вуланин пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Воробьев вырăнти культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çеç мар, ял тăрăхĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕнчи кăтартусемпе те паллаштарчĕ. Яманчỹрелти тĕслĕх библиотека заведующийĕ И.Ермакова "Кĕнеке храмĕ" ятпа экскурси ирттерчĕ. 1976 çулта уçăлнă вулавăша паян вулакансем йышлă çỹреççĕ. Шкул ачисем унтан тухма пĕлменни куç кĕретех-ха, çамрăксемпе ватăсем те кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратаççĕ кунта. Васильевсен, Яковлевсен, Андреевсен, Матвеевсен, Ермолаевсен çемйисем уйрăмах чăваш писателĕсен хайлавĕсене вуласа киленеççĕ. Районти тĕп библиотека Раççейри çемье çулталăкне халалласа "Чи лайăх вулакан çемье" конкурс йĕркеленĕ. Районĕпе 24 ĕç тăратнă. Палăртма кăмăллă: Яманчỹрелти Васильевсем те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Çемйипех кĕнекепе кăсăкланакансене, вĕсене вулама пулăшакансене Тав хучĕсемпе чысларĕç. Каласа хăварасах пулĕ: районти чи нумай вулакан çемье _ Елчĕкри Демьяновсем. Вĕсен çемйи çулталăкра 300 ытла кĕнеке вуланă. Çавăн пекех Патреккелти Филимоновсен, Кавалти Мазюкинсен, Кивĕ Арланкассинчи Александровсен çемйисем те библиотекăран тухма пĕлмеççĕ. Кун пирки районти тĕп библиотекăри инноваципе методика пайĕн заведующийĕ О.Архипова пĕлтерчĕ. Уява малалла чăваш халăхĕн классикĕ К.В.Иванов "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалланă "Нарспи" _ чăваш литературин палăкĕ" литературăпа музыка композицийĕ тăсрĕ. Чи малтанах Яманчỹрелти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ И.Васильева К.Ивановăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан Яманчỹрел, Шăмалак шкулĕсен ачисем поэмăри тĕрлĕ сыпăксене Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая мар лартса пачĕç. Уйрăмах Шăмалакри П.Львова ертсе пыракан драма кружокне çỹрекен Н.Чернова, И.Николаев, Н.Усанов, О.Денисова, О.Казначеева, Н.Егорова вĕренекенсен ăсталăхĕ пысăкки курăнчĕ. Шăмалакри "Ромашка" ача садне çỹрекенсем сцена çине тухсан вара залри халăх та шавласа кайрĕ. Пĕчĕкскерсем, чăваш халăх юррисене юрлама, вăййисене выляма, ташлама та ăста пулнине лайăх кăтартса пачĕç. Апла пулсан чăвашлăх пĕтмест-ха, вĕсен юрри-ташши ачалăха илсе çитерчĕ, чунра ырă та ăшă пулса кайрĕ. Паллах, музыка руководителĕ О.Егорова, М.Сидорова, И.Воронова, Л.Денисова воспитательсен шĕвĕрккесене сцена çине илсе тухма нумай тар тăкма тивни куç кĕрет. Усси пурах, епле чун-чĕрисене уçса шăрантарчĕç вĕсем ĕлĕкхи юрăсене. Яманчỹрелти шкул ачисемпе ялти ватăсем те юрă-ташăра сатур. "Эткер" фольклор ушкăнне çỹрекенсем тавра ялсенче те час-часах концертсемпе пулаççĕ. Фестивальте те вĕсем куракансене илемлĕ юрăсемпе тыткăнларĕç. Ял çыннисемпе хăнасем Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен М.Усанован "Нарспи" _ чăваш литературин палăкĕ" ỹкерчĕксен выставкипе кăмăллăн паллашрĕç. Ỹнер шкулĕнче вĕренмен пулин те Мальвинăн пултарулăхĕ пысăкки курăнать. Поэмăри сăнарсене нумай ỹкернĕ вăл. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ те хĕр. Уявра Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.Комиссаров парнеленĕ кĕнекесен выставкинчен çын татăлма пĕлмерĕ. Валерий Петрович ял библиотекине вуншар кĕнеке парнеленĕ, хальхинче те пушă алăпа килмен. Елчĕкри тĕп библиотекăра çук кĕнекесем те чылай кунта. Кăçал "Нарспи" поэма 100 çул тултарнă май Чăваш кĕнеке издательстви унăн çĕнĕ кăларăмне пичетлесе кăларчĕ. В.Комиссаров çак кĕнекене презентациленĕ май издательствăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ача-пăчасене çеç мар, аслисене вуламалли çĕнĕ кĕнекесем нумай парнелерĕ. Тĕп библиотека ертỹçи Л.Зайцева вулавăша "Кил-çурт, хушма хуçалăх" хаçат çырăнтарса пачĕ. Вăрăмхăвари Л.Казначеева библиотекарь "Вулакан ача _ телейлĕ çемье", Яманчỹрелти В.Комиссарова учительница "Кĕнеке _ пĕлỹ çăлкуçĕ" темăсемпе, Елчĕкри ача-пăча библиотекин заведующийĕ Л.Кудряшова фестиваль пирки тухса калаçрĕç. "Хыпар" хаçатăн кăнтăр енчи корреспонденчĕ А.Тимофеев чăваш хаçачĕсене çырăнасси çинче чарăнса тăчĕ. Фестивале пĕтĕмлетсе А.Александрова сăмах илчĕ. Вăл район пуçлăхĕ ячĕпе Чăваш кĕнеке издательствин директорне В.Комиссарова Тав хучĕ парса чысларĕ. "Çĕнĕ çула _ кĕнекепе!" фестивале халалланă уяв питĕ шеп иртрĕ. Ун хыççăнах ял çыннисем çĕнĕ кĕнекесем илсе килĕсене хавассăн саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика