Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕ аталанать

13 декабря 2008 г.

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" приоритетлă наци проектне ĕçе кĕртсе кăçал районти хуçалăхсем 35726 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. "Рассвет", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсем фермăсене модернизацилеме тата реконструкцилеме пĕтĕмпе 7840 пин тенкĕ илнĕ. Çак хуçалăхсем ют çĕршывран кỹрсе килнĕ сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех çăмăллăхлă кредитпа усă курса 9 ял хуçалăх предприятийĕ 27884 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Çитес çул К.Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме шутлать. Çак ĕçе пурнăçлама Аслă Таяпасем çăмăллăхлă кредит илме тĕллев лартнă. Çавăн пекех районта ытти хуçалăхсем те çĕнĕ йышши техникăпа ăратлă выльăхсем туянас кăмăллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика