10 декабря 2008 г.
Чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕ _ Аннесен кунĕ пулнине асра тытса ĕçсĕр тăрса юлнă районти хĕрарăмсемпе Елчĕкри тĕп библиотекăра тĕл пулу ирттертĕмĕр. Унта "Аспект" вĕрентỹ методика центрĕн психологĕ Э.Яштайкина та хутшăнчĕ, "Малашлăх _ пирĕн алăра" тренинг ирттерчĕ. Тĕл пулу йĕркеленин тĕп сăлтавĕ _ ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене ĕç тупма пулăшасси, вĕсен кăмăл-туйăмне ăнланасси, май пур таран пулăшасси. Заняти информаци тата практика пайĕнчен тăчĕ. Чи малтанах калаçу ĕç рынокĕнчи лару-тăру, унти чи кирлĕ профессисемпе специальноçсем, харкам хăйĕн ĕçне пуçламалли майсем, вăхăтлăх тата обществăлла ĕçсем, професси вĕренĕвĕ, квалификацие ỹстересси пирки пычĕ. Практика пайĕнче тренинга хутшăнакансем ăнăçлă ĕçе вырнаçмалли майсемпе паллашрĕç, пĕтĕмлетỹ, хăйсен шухăшĕсене çырса хатĕрлеме вĕренчĕç, тест ирттернин тĕслĕхĕсене тишкерчĕç. Çавăн пекех психологи литературипе, ĕçе вырнаçассин технологийĕпе паллашрĕç. Тренинг хыççăн тĕл пулăва хутшăннă ĕçсĕр хĕрарăмсем тематикăлла буклетсемпе паллашрĕç. "Аннесен юратăвĕпе çепĕçлĕхĕ" дискусси те ирттертĕмĕр.