10 декабря 2008 г.
Салтак тумне хывнă хыççăн чылай çамрăк часах ĕç вырăнĕ тупаймасть. Çакна шута илсе районти çар комиссариачĕ Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă матроссене, старшинасене, аслă пĕлỹллĕ йĕкĕтсемпе хĕрсене, запасри граждансене контракт йĕркипе çар ретне тăма чĕнет. Контракт çырнă чух çак килĕшỹсенчен пĕрне суйлама ирĕк пур: _ хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче службăра тăрасси çинчен; _ конкретлă çар чаçĕнче службăра тăрасси çинчен; _ конкретлă çар чаçĕнче конкретлă должноçлă службăра тăрасси çинчен. Контрактпа çар ретне тăракансене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ. Килĕшỹ тăвакансене кашни уйăхрах ĕç укçи (оклад) тата çар званине кура хушса тỹлеççĕ. Тинĕс çар флотĕнче служба тивĕçне пурнăçлакансен, сăмахран, ĕç укçи 21 пин те 900 тенкĕрен пуçласа 25 пин тенкĕ таран. Çурçĕр флотĕнче, Лăпкă океан флотĕнче службăра тăракансем 15 çултан тивĕçлĕ канăва тухĕç. Контрактниксене уйăхсерен тỹлевсĕр апат-çимĕçпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. Дисциплинăна çирĕп пăхăнакансене отпуска кайнă чух 3 ĕç укçи таран хушса тỹлеççĕ. Тỹлевсĕрех пĕлĕве ỹстерме те пулать. Иккĕмĕш хут контракт çыракансен ячĕпе Оборона министерстви счет уçать, унта çулсеренех 100-шер пин тенкĕ хурăнса пырать. Тивĕçлĕ канăва тухсан хушăнса пынă укçа-тенкĕпе çурт е хваттер туянма май пур. Кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илес текенсене районти çар комиссариатĕнчи 4-мĕш пỹлĕмре кĕтетпĕр.