10 декабря 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикинче 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. "Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен" Указа ялти пурнăçăн пахалăх шайне çĕклес, ял пурнăçĕнче йăлана кĕнĕ хăйне евĕрлĕхе упраса хăварас тата аталантарас, инноваци аталанăвĕн никĕсĕ çинче агропромышленность комплексĕн конкурентлăхне çирĕплетес, ял хуçалăх производствине тытса пыма меллĕ условисем туса хурас тĕллевпе йышăнатăп", _ палăртать Президент. Республикăри аграрисем тĕш тырă, çĕр улми туса илессин çулталăкри калăпăшне пĕрер миллион тонна çитерме тĕллев илеççĕ. Кăçалхи кăтартусене тишкерес пулсан, республикипе пурĕ 535 пин тонна яхăн, кашни гектартан вăтам шутпа 22,2 центнер, пирĕн районта 26,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Елчĕксен кăтартăвĕ республикăра чи пысăкки пулнине палăртнă пулин те, тунă ỹсĕмсемпе лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен пирĕн районти çĕр ĕçченĕсен 2009 çулта, кăçалхипе танлаштарсан, 14 процент ытларах тĕш тырă туса илмелле. Çĕр улми çитĕнтересси çине тата ытларах тимлĕх уйăрма тивĕ. Мĕншĕн тесен, пытармалли çук, юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри çак ĕçе манăçа кăларса пыни паян куçсене яр уçма хистет. Кăçал районĕпе "иккĕмĕш çăкăра" 628 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 183 центнерпа танлашнă. Палăртнă лаптăкăн пысăк пайĕ "Цветковы", "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, "Клевер" ОООна тивĕçнине, вĕсенче вăтам тухăç 330-350 центнерпа танлашнине шута илес пулсан, ку ĕçре ял хуçалăх предприятийĕсен тỹпи çукпа пĕрех. Апла пулсан, çитес çул ку тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур. Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесен чи лайăх вăрлăхсемпе, çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе минераллă удобренисемпе, чир-чĕре хирĕç кĕрешсе кирлĕ им-çамсемпе анлăн усă курмалла, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле. Малашне çак ыйтусене татса парасси тĕп вырăнта пулĕ те. 2009 çултан тытăнса тăваттăмĕш репродукцирен кивĕрех вăрлăхпа усă куракансене патшалăх енчен пулăшма пăрахасси çинчен асăрхаттарса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ район администрацийĕпе килĕшỹ туни те палăртнă сăлтавсемпе çыхăннă. Çĕнĕ технологисемпе, энергие перекетлекен, ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникипе усă курса ĕçлесен анчах производствăна аталантарма пулнине çирĕплетес тесе "Цветковы", "Гладковы" хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, "Клевер" ОООн тĕслĕхне тепĕр хут палăртмасăр иртме çук. Вĕсем пысăк тухăçлă çĕр улми туса илнин тĕп вăрттăнлăхĕ шăпах чи лайăх вăрлăхсемпе усă курнинче, Голланди технологийĕпе _ йăрана хăпартса лартса çитĕнтернинче, ăна çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникин комплексĕпе пухса кĕртнинче. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен калакан указ ял çыннине тата çирĕпрех пулма, лайăхрах ĕçлеме хистет...