Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

10 декабря 2008 г.

 Раштав уйăхĕн 1-7-мĕшĕсенче район территорийĕнче административлă йĕркене пăснă 60 çынна айăпланă. Çав шутра 3 çынна обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн, обществăлла вырăнта алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕшĕн _ 20, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн _ 32 (3 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 1, административлă ытти йĕркесене пăхăнманшăн 4 çынна явап тыттарнă. Çемьере харкашу пуçарнă Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче 15 сехет тĕлĕнче Елчĕкре пурăнакан Ш. мăшăрне хĕнесе пĕтернĕ. Асăннă фактпа РФ УК 116 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçри Х. çĕрле 23 сехетре хăйĕн хуçалăхĕнче пĕр ялта пурăнакан П. киревсĕр сăмахпа вăрçăннине пĕлтернĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ. Пушар тухнă Раштавăн 3-мĕшĕнче Аслă Шăхальти З. хуçалăхĕнче мунча çуннă. Асăннă фактпа çыхăннă материалсене 44 номерлĕ пушар чаçне ярса панă. Тĕрлĕрен Раштавăн 7-мĕшĕнче 13 сехет тĕлĕнче районти тĕп больницăна Ĕнел ялĕнчи 1962 çулхи С.-на илсе пынă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика