10 декабря 2008 г.
Елчĕк-1 çыхăну уйрăмĕ Тỹскел, Ĕнел, Таяпа Энтри ялĕсенче тата Елчĕкри Юбилей урамĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа, тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет. Коллектива Галина Савукова 32 çул ăнăçлă ертсе пырать. Галина Аркадьевнăн çак тытăмри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 37 çул. Çыхăну уйрăмĕ çак çулсем тăршшĕпех хăйĕн тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăрать. Малта пулма вара çăмăл мар. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас, клиентсем ыйтнине туллин тивĕçтерес тесен пурин те, пĕр çын пек пулса, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлмелле, юратмалла. Унсăр пуçне, почтальон ĕçĕнчи ăнăçу çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен нумай килет. Ватăсем уйрăмах хăйсемпе тарават, ăшă кăмăллă пулнине килĕштереççĕ. Нумай кирлĕ-и вĕсен кăмăлне курма? _ Ялсенче пурăнакансем "Елчĕк ене" юратса вулаççĕ. Вулакансем ăна кашни хутĕнчех хапăлласа йышăнаççĕ, çавна май çырăнтару тапхăрĕнче пире те самай çăмăлрах. Раштавăн 6-мĕшĕ тĕлне район хаçатне 2009 çулхи çур çулшăн илсе тăма пурĕ 449 çемье çырăннă. Çырăнтару тапхăрĕ малалла пырать. Хамăр çемье те район хаçатне юратса вулать, çак çулсем тăршшĕпех ăна пĕр сиктермесĕр çырăнатпăр, _ каласа кăтартать Галина Савукова. Тỹскел ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенсипе тивĕçтерекен Галина Иванова пирки уйрăммăн сăмах хушма сăлтав пур. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçлама хăнăхнă, çавăнпа унăн ĕç кăтартăвĕсем те пысăк. Çак вăхăт тĕлне ытти изданисене шутламасăр, вăл "Елчĕк ене" анчах 138 экземпляр çырăнтарма пултарнă. Çавăнпа Галина Ивановăна пĕрле ĕçлекенсем, ял-йыш тивĕçлипе хисеплет, сума сăвать. Сăмах май, Галина Сосипатровна ĕнер, раштавăн 9-мĕшĕнче, 55 çул тултарнă. Район хаçатне вулакансем хушшинче анлăн сарма пулăшакан почтальонкăна эпир те, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем, юбилей ячĕпе саламлатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем, телей, çирĕп сывлăх сунатпăр. Вера Казначеевăпа Галина Портнова почтальонкăсем те подписка пуçланни çинчен аса илтермесĕрех пуçаруллă. Хăйсене урисем тăрантарнине лайăх ăнланакан пулса çитнĕ вĕсем çак тапхăрта. Вера 12 çул, Галя 5 çул почтальонкăра тăрăшаççĕ. Килĕрен килле çỹресе хаçат-журнал çырăнма ыйтасси çăмăл мар. Пытарма кирлĕ мар, хăшĕ-пĕрин патне темиçе хутчен те пыма тỹр килет. Пĕри килте пулмасса пултарать, тепри халь тесен халь укçине кăларса хураймасть. Çавна май почтальонкăсем кашни тĕл пулăва, кама хаçат çырăнтарассине малтан палăртса хураççĕ. Пенси илнĕ кун çынпа пĕр чĕлхе тупма çăмăлрах. Кампа мĕнле сăмах пуçармаллине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Валентина Архилина почтальонка кунта вăхăтлăх ĕçлет, вăл Елчĕкри Юбилей урамĕнче пурăнакансем патне хаçат-журнал çитерет, пенсипе тивĕçтерет. Алена Кочеткова _ çыхăну уйрăмĕн операторĕ. Клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Çак территорире вырнаçнă коллективсем _ юсавпа техника предприятийĕ, куçса çỹрекен механизациленĕ колоннăн "Яльчикская" производство кооперативĕ, "Чăвашавтодор" ОАОн Канашри производство территори управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕ, подстанци, Л.Григорьев уйрăм предпринимателĕн "Ритуал" предприятийĕ, Елчĕкри шкул "Елчĕк ене" тăтăш çырăнса илнине те палăртса калама манмарĕ çыхăну уйрăмĕн операторĕ.