06 декабря 2008 г.
Çут тĕнчене килнĕ ача ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕлĕшĕ хушшинче аталанать. Ăна ырă пулма вĕрентмелле, ыттисен нуши-тертне туйма тăн памалла. Чун пуянлăхĕ пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăнать: çут çанталăка юратма, тăван халăха, аслă ăрăва сумлама вĕреннинчен. Чун пуянлăхне туптама кĕнеке те пулăшать. Библиотекăн куллен кĕтнĕ хăнисем _ вулавăш çумĕнчи "Пỹрнеске" клуба çỹрекен ачасем. Сăвă-юрă, тĕрлĕ ташă вĕренетпĕр вĕсемпе. Лилия Иванова, хăй 9 çулта çеç пулин те, чăваш юррисене ăста шăрантарать. С.Самсонова, М.Николаева, К.Юнкерова ташлама юратаççĕ. Ытти ачасем те вĕсенчен юлмаççĕ, уроксем пĕтсенех библиотекăна васкаççĕ. Вулакан çемьесем чылай. Ашшĕ-амăшĕ, çемьери аслă ача вулать пулсан йăмăкĕ-шăллĕ те кĕнекепе интересленсе каяççĕ. "Çынна вулама хăнăхтарсан тата вулама майсем тупса парсан _ вăл телейлĕрех пулать" тенĕ пĕр паллă писатель. Харсăр вулакансемпе час-часах тĕрлĕ конкурс йĕркеленĕ май çакна куратăп: кĕнекепе туслă çемьесем шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ, тĕрлĕ сăнарсене сỹтсе яваççĕ, ырăпа усала уйăрма вĕренеççĕ. Çакă вара çемьери хутшăнусене тĕреклетет, аслипе кĕçĕннисен хушшинчи çыхăнăва вăйлатать.