Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çемье

06 декабря 2008 г.

Районсенчи "Çулталăкри çемье" конкурсра мала тухнă çемьесене чыслама чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрне йыхравларĕç. Пирĕн район чысне хỹтĕлеме Тỹскелĕнчи Черновсем тивĕçрĕç. Марина Александровнăпа Александр Николаевич 10 çул каялла çемье çавăрнă. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Аслă ывăлĕ Николай _ тăваттăмĕш, Ваня _ иккĕмĕш класра пĕлỹ пухаççĕ. Иккĕшĕ те вĕренỹре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Черновсен çемйи районта иртекен чылай мероприятине хутшăнать. Çемье пуçĕ ял çинче хисепе çĕнсе илнĕ. Ялта чылай çул бригадир пулса тăрăшнă. Халĕ Санкт-Петербург хулинче. Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрлĕ енĕпе пултаруллă. Тутлă апат пĕçерме, ал ĕç тума ăста. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ют чĕлхесене вĕрентет. Туслă пурăнаççĕ Черновсем. Хăтлă кил-çурт хăпартнă вĕсем, пахчара тĕрлĕ улма-çырла çитĕнет. Республикăри конкурсран тулли кăмăлпа таврăнчĕ çемье. Малти вырăнсене тивĕçеймерĕç пулин те темех мар _ Чăваш Республикин Президенчĕн саламне, парнине илни ытти районсен пултарулăхĕпе паллашни темрен паха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика