06 декабря 2008 г.
Шупашкарти "Спартак" спорткомплексра 40 çултан аслăрах арçын-волейболистсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн район волейболисчĕсем финала тухнă. Вĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕн, Канаш районĕн, Сĕнтĕрвăрри хулин командисенчен выляса илнĕ. Командăра Александр Муллин, Герасимпа Петр Смирновсем, Юрий Димитриев, Алексей Мартышкин, Геннадий Баранов, Владимир Смирнов ăнăçлă вылянă.