03 декабря 2008 г.
Астрономи, чăваш чĕлхи, экологи, обществознани тата математика предмечĕсемпе районти олимпиадăсем иртнĕ, вĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 185 вĕренекен хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсем çаксем: астрономи предмечĕпе _ Оксана Герасимова (Елчĕк шкулĕ) тата Татьяна Князева (Лаш Таяпа), чăваш чĕлхи предмечĕпе _ Наталия Хушкина (Аслă Елчĕк), Елена Николаева (Курнавăш), Алиса Петрова (Елчĕк), экологи предмечĕпе _ Оксана Морозова тата Елена Майкова (Елчĕк), обществознани предмечĕпе _ Оксана Анисимова (Çирĕклĕ Шăхаль), Виктория Капламова (Елчĕк), Николай Семенов (Курнавăш), математика предмечĕпе _ Татьяна Мартынова (Елчĕк), Артем Сидоров (Шăмалак), Елена Николаева (Елчĕк), Алена Лапина (Курнавăш).