Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав сасă илĕртет

03 декабря 2008 г.

Сасă тăрăх савăнăçа та, кулянăва та, хумханăва та сисме пулать. Шăппăн калаçакан çын вăтанчăк, хăюсăр, çемçе кăмăллă е хавшак сывлăхлине пĕлтерет. Уçă та янăравлă сасă вара çын пурнăç хуçи пулни, хăйĕн сывлăхне упрани пирки калать. Çынсем чылай чухне мĕн сăмахланине мар, мĕнле калаçнине асăрхаççĕ. Хамăра итлеттерес килсен епле пуплемелле-ха? _ "Р" сас паллине палăртăр _ сăмахсем уççăн, ăнланмалла, татăклă илтĕнĕç; _ уçă сасăсене тăсăр. Çакă калаçура тĕрĕс пусăмсем лартма пулăшать; _ сăмах вĕçĕсене "çăтса" ан ярăр; _ сасă янăравлăхне ан улăштарăр. Асăрханă-и, ачасен сасси епле илемлĕ?! Уçă шăнкăрав тейĕн. Çулсем иртнĕçемĕн пирĕн сасă та улшăнать. Паллах, ăна упрамалла. 2-3 сехет хушши пĕр чарăнмасăр калаçнă хыççăн пĕр сехетрен кая мар канмалла. Хамăрăн сасса çамрăкранах упрамалла. Ывăнсан пырта тем кăтăкланă пек туйăнать, ỹсĕрес килет. Сасăпа ĕçлекен специалист-фониаторсем апла тума хушмаççĕ. Акă мĕн сĕнеççĕ вĕсем: _ сасса ỹсĕрсе уçмалла мар, чĕнмесĕр тăнă хыççăн вăл хăйех вырăна ларĕ; _ уçăлса çỹрĕр. Сасă сывлăш улшăнăвне хăнăхтăр. Нỹрĕ те сивĕ çанталăкра урамра калаçма ан тăрăшăр; _ сивĕ çĕртен пỹрте кĕрсен тỹрех калаçма ан пуçлăр, 1-2 минут тăхтăр; _ ангина, ларингит, фарингит _ сасса пăсакан чирсем. Чирлесен пăшăлтатса калаçма кирлĕ мар. Пăшăлтатнă чухне сасă хĕлĕхĕсем ытларах ывăнаççĕ. Çавăнпа шăнса пăсăласран сыхланăр, сывлăха çирĕплетĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика