Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем канашларĕç

03 декабря 2008 г.

Ветерансем канашларĕç Чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра районти ветерансен канашĕн пленумĕ пулса иртрĕ. Унта вăрçă ветера-нĕсемпе инваличĕсем, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç. Пленумра чи малтанах Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл инвалидсене çывхарса килекен Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ. Николай Петрович ватăсене районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ, вĕсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Чăваш Республикин Социаллă аталану министерствин Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина социаллă хỹтлĕх пайĕ инвалидсемпе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен доклад турĕ. Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи З.Яковлева инвалидсене уйăхсерен парăнакан тỹлев çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Елчĕк районĕнчи инвалидсен обществин председателĕ П.Иванов общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕ Н.Нягина инвалидсемпе мĕнле ĕçлесе пынă пирки каларĕ. Центра III ушкăнри инвалидсене (вĕсем анчах ĕçлеме пултараççĕ) учета илнине, вĕсене ĕç тупса парассипе тимленине палăртрĕ вăл. Асăннă центра кăçалхи 10 уйăхра 26 инвалид ĕç тупас тĕллевпе учета тăнă, вĕсенчен 25-шне тĕрлĕ ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутран 12 инвалидăн ĕç вырăнĕ вăхăтлăх пулнă. "Ватă çынсемпе инвалидсене çул çитмен граждансем социаллă пулăшу парасси çинчен" программăпа килĕшỹллĕн центр ĕçченĕсен пуçарăвĕпе шкулсенче "Тимуровец" бригадисем йĕркеленĕ, кăрлач-авăн уйăхĕсенче çул çитмен ачасем ватăсен, инвалидсен килĕсенче пулса 75 ватăна тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹнĕ. Пленум вĕçленес умĕн ветерансен канашĕн председателĕ С.Терентьева вырăнти ветерансен канашĕн пуçламăш организацийĕсенче отчетла пухусем ирттерес ыйтăва çĕклерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика