03 декабря 2008 г.
"Кĕрешỹ" наци мелĕпе кĕрешесси республикăра вăй илсе пырать. Ку енĕпе çулсеренех районта та Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ А.Патшин воин-афганеца асăнса регионсем хушшинчи турнир иртет. Кăçал ăмăртăва Елчĕк, Патăрьел районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар хулин, Тутарстанри Çĕпрел районĕн пĕрлештернĕ командисем хутшăнчĕç. Спортсменсем тĕрлĕ виçеллĕ категорисенче ăмăртрĕç, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрĕç. 1995 _ 1997 çулсенче çуралнă 26 килограмлă виçери кĕрешỹçĕсенчен Л.Зайцев (Кушкă шкулĕ), Д.Александров (Елчĕк), А.Баринов (Кушкă) çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Ытти виçесенчи çĕнтерỹçĕсем: 30 кг: 1. П.Ермолаев (Çĕпрел). 2. Д.Дергунов. 3. Д.Антонов (Кушкă). 35 кг: 1. Г.Иванов (Кушкă). 2. А.Шингарев (Çĕпрел). 3. Р.Чернов (Аслă Елчĕк). 40 кг: 1. Г.Зайцев (Кушкă). 2. И.Чернов (Аслă Елчĕк), 3. М.Тарасов (Çĕнĕ Шупашкар). 45 кг: 1. Э.Адюков. 2. Э.Волков (Аслă Елчĕк). 50 кг йывăртарах: 1. А.Лесников (Çĕнĕ Шупашкар). 2. А.Трофимов (Кушкă). 3. А.Печков (Аслă Елчĕк). 1992-1994 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче çак кĕрешỹçĕсем малти вырăнсене йышăннă: 50 кг: 1. Е.Акимов (Çĕпрел). 2. А.Шаков (Аслă Елчĕк). 3. С.Васильев (Елчĕк). 55 кг: 1. А.Адикин (Патăрьел). 2. А.Седов. 3. А.Патшин (Аслă Елчĕк). 60 кг: 1. А.Светлов. 2. А.Чернов (Аслă Елчĕк). 3. Э.Дергунов (Кушкă). 65 кг: 1. Д.Свиягин. 2. Н.Борисов (Аслă Елчĕк). 70 кг: 1. Г.Жуков (Кушкă). 2. В.Кантеев. 3. О.Патшин (Аслă Елчĕк). Çитĕннĕ спортсменсенчен А.Михайлов (Елчĕк), Д.Чернов, Ф.Адюков (Аслă Елчĕк) палăрнă. Командăсенчен каллех Елчĕк районĕн спортсменĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Çĕпрелсем (Тутарстан) тата Çĕнĕ Шупашкарсем. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе асăнмалăх призсем парса чысланă.