29 ноября 2008 г.
Çамрăксене клубра пĕрле пуçтарăнса çар ретне чыслăн ăсатасси ялта йăлана кĕнĕ. Хальхинче те Кавалти культура çуртне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Çĕршыва хỹтĕлеме кайма ят тухнă Петр Николаевпа Андрей Анисимова, Евгений Пыркина савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр. Ăсату каçĕнче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă П.Анисимов, Кавалти культура çурчĕн ертỹçи В.Теллин тухса калаçрĕç, çамрăксене çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунчĕç, телейлĕ çул пиллерĕç, асăнмалăх парнесем парса чыс турĕç. Пулас салтаксемпе шкулта вĕренекенсем хушшинче "Юрла, салтак, юрла" конкурс иртрĕ. Тĕл перессипе те, кире пуканĕ йăтассипе те ăмăртрĕç вĕсем. Нумайрах балл пухса пулас салтаксем çĕнтерчĕç. Апла пулсан, çĕршыва хỹтĕлеме пирĕн ялтан маттур каччăсем каяççĕ.