29 ноября 2008 г.
Ялсенчи йышлă пысăк çуртсене тата çĕнĕ электролинин тимĕр бетон юписен хитре ре-чĕсене сăнаса пăхатăн та, Елчĕкри РЭСра ĕçлекен энергетиксене тав тăвас килет. Дмитрий Судаков мастер ертсе пынипе нумаях пулмасть энергетиксем Чăваш Тăрăмĕнче тата Каркалара каякан пысăк вольтлă линисене уйăракан хатĕр вырнаçтарчĕç. Ку чухне пĕр лини çинче çутă пĕтес пулсан та тепĕр линие çутă пыма пăрахмасть. Çак ĕçе пурнăçланипе пĕр вăхăтрах Каркаларти пысăк вольтлă линие тĕпрен юсарăмăр та. Унта Сергей Васильев, Владимир Борисов энергетиксем, Владимир Воронов водитель тăрăшуллă пулчĕç. Хальхи вăхăтра линисене изоляциллĕ проводпа усă курса карасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çакă, паллах, хаклăрах, анчах шанчăклăхĕпе хурăшсăрлăхĕ çỹллĕ шайра. Вăйлă çил вăхăтĕнче, тĕслĕхрен, йывăç хуçăлса ахаль проводсем çине ỹксен ялĕпех çутă сỹнет, пушар та тухма пултарать. Изоляциллĕ пралук вара инкексенчен хỹтĕлет.