29 ноября 2008 г.
Паянхи лăпкă пурнăçпа мирлĕ тỹпешĕн эпир Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тылра ырми-канми ĕçленĕ, ирсĕр фашистсене тĕпĕ-йĕрĕпе çапса аркатма хутшăннă ветерансене çĕре çити пуç тайса пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ветеран-фронтовиксен йышĕ çулран çулах чакса пырать. Районта паян 107 вăрçă участникĕ тăрса юлнă. Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн районти вăрçă участникĕсене Моисей Васильевич Алюкина (Элекçей Тимеш), Мария Диомидовна Абрамовăна (Елчĕк), Кабир Кадирович Юнусова (Сăрьел), Василий Константинович Константинова (Çирĕклĕ Шăхаль), Василий Александрович Николаева (Лаш Таяпа), Анатолий Яковлевич Галкина (Хă-вăлçырма), Мария Павловна Павловăна (Кĕçĕн Шăхаль) "Лада-21074" автомобильсемпе тивĕçтерчĕç. Вăрçă участникĕсене автомашинăсене Тĕп лапамра пачĕç. Пухăннисем чи малтанах вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене тата паянхи куна кĕтсе илеймен фронтовиксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Ветерансене саламласа район пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем. Сирĕн паттăрлăхăрпа тỹсĕм-лĕхĕр умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр, Аслă Çĕнтерỹшĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Сывлăх та телей, вăрăм ĕмĕрпе канлĕ ватлăх сунатпăр сире, хаклă çыннăмăрсем. Сирĕн паттăрлăхăр тата та пысăк тимлĕхе, парнене тивĕç, _ терĕ вăл. Автомашина уççисене парса чысланă чух çывăх тăванĕсем пулăшнипе килнĕ ветерансем чĕтрекен аллисемпе куçĕсене шăла-шăла илчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç. Савăнăçлă церемони хыççăн ветерансем районти ветерансен канашĕн пленумне хутшăнчĕç.