Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăса çивĕчлетет

26 ноября 2008 г.

Курнавăш шкулĕнчи нумай вĕренекенпе ашшĕ-амăшĕсемпе ял-йыш çеç мар, район та мухтанма пултарать. Пирĕн шкул тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнать. Вĕренỹ çулĕн 1-мĕш чĕрĕкĕ вĕçленчĕ. Çак вăхăтра республикăра, районта иртнĕ ăслăлăх ăмăртăвĕсенче палăрнă ачасен йышĕ ỹсрĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Николай Семенов И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа республикăра иртнĕ "Яковлев вулавĕсем" конкурсра "Иван Яковлев" ятпа электронлă ĕç хатĕрлесе 1-мĕш вырăна, К.В.Ивановăн "Нарспи" поэмине пичетлесе кăларнăранпа 100 çул çитнине халалланă "Ачасен куçĕпе" конкурсра малти вырăна йышăнчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Александра Кирилловăпа Анна Корнилова (11-мĕш класс) "Нарспи" поэмăна пичетлесе кăларнăранпа 100 çул çитнине тĕпе хурса республикăра иртнĕ Интернет-тупăшура 2-мĕш вырăна тухрĕç, шкул чысне çỹле çĕклерĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Евдокия Егорова Мускаври "Собеседник" издательство çурчĕ кăларакан "Ачасем валли _ кроссворд" журналăн 34-мĕш номерĕнчи кроссвордсене тупса çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Люда Курчинапа Надя Васильева районта иртнĕ "Йывăç кунĕ" акцине хутшăнса 3-мĕш вырăна тухни те пире питĕ савăнтарать. Нумай ача çĕр-шыв шайĕнчи "Эрудиты планеты" ятпа иртекен студентсемпе шкул ачисен олимпиадине хутшăнать. Çак вăйăра пирĕн шкулти 6 ушкăн лайăх кăтартусемпе малтисен ретĕнче пырать. Хальхи вăхăтра эпир шкул чысне районта иртекен олимпиадăсене хỹтĕлеме хатĕрленсе шкулти олимпиадăсене хутшăнатпăр. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнни пирĕн ăса çивĕчлетет, предметсене тарăнрах вĕренме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика