Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утма хăнăхатпăр

26 ноября 2008 г.

 Тин çеç çуралнă пепке патне О.Кудашова врачпа куллен çỹретпĕр. Тĕрлĕ сĕнỹсемпе канашсем парса хăваратпăр çамрăк ашшĕ-амăшне. Хăшĕ-пĕринпе сире паллаштаратпăр. Икĕ уйăх тĕлне пепке пуçне кăштах тытать. Хырăмĕ çинче выртать. Виçĕ уйăхри ача хырăмĕ çинче выртнă чух пуçне тỹрĕ тытать. Урипе ашшĕ-амăш аллине тĕкет. Тăватă уйăхри шăпăрлан ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе кăштах ларать. Пилĕк уйăхра вара хырăм çинче чылай вăхăт выртать, алли çине "тăрать", авăнать. Çак вăхăтрах çурăм çинчен хырăм çине çаврăнать. Ултă уйăхри пепке вара хырăм çинчен çурăм çине çаврăнать. Упаленме тăрăшать. Çичĕ уйăхри ача çăмăллăнах упаленет. Хăй тавра мĕн пуррипе кăсăкланать. Сакăр уйăхри пепке хăй тĕллĕн ларать, выртать. Ура çине тăма тăрăшать. Тăхăр уйăхра ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе утать. Вунă уйăхра аслисем пулăшнипе çулла хăйăр купи çине хăпарма тата каялла анма пултарать. Вун пĕр уйăхри пепке хăй тĕллĕн ура çинче тăрать. Вун пĕр _ вун икĕ уйăхра хăй тĕллĕн утать. Пĕр кунтах утма вĕренеймест вăл. Çавăнпа тăтăшах ỹкет. Ашшĕ-амăшĕн ача ỹкнине курсан кăшкăрмалла мар, мĕншĕн тесен пĕчĕкскер хăрама пултарать. Ỹкнĕскер ура çине хăех тăнă чух тĕртĕмĕсем çирĕпленеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем утма хăнăхтаракан ятарлă ларкăч туянаççĕ. Çакă тĕрĕс мар. Ача хăйĕн вăйне шанми пулать. Ывăл-хĕрпе урамра уçăлса çỹренĕ чухне çурăм шăмми тĕрĕс аталанма пĕрре пĕр аллинчен, тепре _ тепринчен тытăр. Пĕчĕкскер ỹкме тăнă чух аллинчен хытă ан туртăр _ хул мăкăлтанма пултарать. Тĕпренчĕке пỹртре чупма сăран пушмак кирлĕ. Тĕпĕ ан шутăр. Çулталăк çурăран тытăнса икĕ çулччен ача тĕрĕс утма тытăнать. Икĕ-виçĕ çулхи пепке вара тỹрĕ утать, картлашкапа хăпарма тата анма пултарать. Виçĕ çулхи ача чупать, сикет те. Тăваттăри пепке 20-40 минут пĕр чарăнмасăр утать. Виçĕ-тăватă çула çитсен сирĕн ывăл-хĕрĕр виçĕ кустăрмаллă велосипедпа та ярăнма вĕренет. Тăватă-пилĕк çула çитсен унпа йĕлтĕрпе ярăнни лайăх. Хăш-пĕр чухне патаксăр ярăнтарăр. Çак çулсенчех коньки çине тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Елчĕкре ачасене пĕчĕкрен спортпа туслаштарма мĕнпур услови пур. "Улăп" спорт керменĕнче çемьепе канма питĕ меллĕ. Шкул умĕнчи спорт площадкинче ача-пăчана конькипе ярăнма пулать. Пилĕк çула çывхарсан хăвăрăн тĕпренчĕкĕрсене икĕ кустармаллă велосипедпа ярăнма вĕрентĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика