26 ноября 2008 г.
А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем кавир çине тухрĕç. Ăста кĕрешекене, спортра малашлăх шанăç паракан, анчах автоаваринче пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă Александр Скворцова асăнса 11-мĕш ăмăрту ирттерчĕç. Кĕрешỹ кавирĕ çине 1991-1993 тата 1994 çулсенче çуралнă тата çамрăкрах спортсменсем тухрĕç. Вăраха тăсăлчĕ ăмăрту, çĕнтерỹçĕсене палăртрĕ. Чи вăйлисем: Д.Александров (26 килограмлă виçере кĕрешекен, Елчĕк), Д.Дергунов (28 кг, Кушкă), А.Блинов ( 30 кг, Кушкă), Р.Чернов (33 кг, Аслă Елчĕк), Э.Адюков (36 кг, Аслă Елчĕк), А.Николаев (39 кг, Çирĕклĕ Шăхаль), Р.Галимов (42 кг, Кушкă), А.Бабочкин (46 кг, Кушкă), П.Зайцев (50 кг, Кушкă), А.Дергунов (54 кг, Кушкă), А.Светлов (58 кг, Аслă Елчĕк), А.Егоров (63 кг, Çирĕклĕ Шăхаль), Ф.Леонтьев (69 кг, Çирĕклĕ Шăхаль), В.Кантеев (69 кг йывăртарах, Аслă Елчĕк). Çĕнтерỹçĕсем ытти кĕрешекенсене те хавхалантарса пычĕç. Хăйсен виçисенче Л.Зайцев, З.Юсупов, Г.Иванов, Г.Зайцев, Ф.Жуков, Э.Дергунов, Г.Жуков (Кушкă), Ю.Гурьев, Д.Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль), Д.Обручков, В.Ишмуратов (Елчĕк), В.Майков, А.Шаков, Р.Печков (Аслă Елчĕк) _ иккĕмĕш, А.Баринов (Кушкă), А.Васильев, А.Мольков, Н.Борисов (Аслă Елчĕк), А.Демьянов, А.Михайлов, Н.Кузнецов, Э.Агеев, С.Мальков, С.Кисилев, А.Арбузов (Елчĕк), Н.Изратов, С.Пыркин, С.Порфирьев (Кивĕ Эйпеç) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кăçалхи ăмăртура вăтам шкулсен 4 команди, тĕп шкулсен пĕр команди вăй виçрĕç. Вăтам шкулсен командисем хушшинче кĕрешỹ çивĕч иртрĕ. Пĕлтĕр Елчĕк шкулĕн кĕрешекенĕсем палăрнăччĕ, кăçал вĕсен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Çĕнтерỹçĕсем _ Кушкăсем, иккĕмĕш вырăнта _ Аслă Елчĕксем. Куракансене ăмăртăва пуçласа хутшăнакан Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул команди те савăнтарчĕ. Вĕсем хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăнта. Çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе призсене тивĕçрĕç. Кунта В.Арбузов уйрăм предприниматель, "Кристалл" суту-илỹ çурчĕ пысăк пулăшу пачĕç.