22 ноября 2008 г.
Анчах парта хушшине вĕренме ларнăччĕ, сисĕнмесĕрех пĕрремĕш чĕрĕк вĕçленчĕ. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Пăвари шкулта "Факел" лагерь ĕçлерĕ. Кунта 5, 6, 7-мĕш классенче вĕренекен ачасем сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. С.Павлова, Т.Зайцева, С.Иванова, Л.Горшкова, В.Ертмакова воспитательсем ачасем вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерччĕр тесе нумай тăрăшрĕç. Вĕсем тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем, викторинăсем йĕркелерĕç. Л.Кукурузова тата З.Иванова поварсем тутлă апат пĕçерсе çитерчĕç. С.Филиппова медсестра сывлăха çирĕплетес енĕпе калаçусем ирттерчĕ. Вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ лагерьпе кăмăллă юлчĕç.