Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр пулмах çуралнă

22 ноября 2008 г.

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тухтăр патне кĕрес текенсем çемçе пукансем çинче шăппăн, шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Пĕрисем, вăрăм çулсене хыçа хăварнă май, сывлăхĕ халсăрланнишĕн пăшăрханаççĕ, пĕр çамрăк хĕрарăм пуç ыратнипе аптăранă, виççĕмĕшĕсем вар-хырăм чирĕпе нушаланаççĕ, тăваттăмĕшĕ вĕри шывпа пĕçертнĕ ачине илсе килнĕ... Врач кашнине тĕплĕ тĕрĕслет, эмелсемпе сывалмалли рецепт çырать, хăйсен патĕнче выртса сипленмеллисене тепĕр пỹлĕме ярать, районти тĕп больницăри хирург е ытти специалист тĕрĕслевĕ кирлисене унта кайма направлени парать. _ Пирĕн врач пекки сахал паянхи пурнăçра. Ялсем тăрăх тухса çỹренĕ май кашни ватăн сывлăхĕпе интересленет. Карчăк-стариксенчен те йĕрĕнмест. Чăннипех маттур, _ тет Курнавăшри 87 çулхи Е.Светопольская. Чылай çул ĕнтĕ вăл алла туя тытни. Врач патне хăй каяймасть, ун патне килне пырса çỹрет Алина Геннадьевна. Эрнере пĕр кун Курнавăш ял тăрăхне кĕрекен кашни ялах çитме тăрăшать А.Васильева. Ытти чухне Курнавăшсемпе Çуткỹлсене, Вырăскассисене фельдшерпа акушер пункчĕсенчи шурă халатлă ĕçченсем пулăшу параççĕ. Йывăр чирленĕ çынсем патне вара врач хăй çитет. Чирлесен çеç çут тĕнче мĕнле илемлине, пурнăç епле хаклине чун-чĕрепе туйса илетпĕр, çынсене ăнланма пуçлатпăр. Тепĕр чухне врачран çеç шанчăк шыратпăр. Ытла та сăваплă та пархатарлă професси вăл. Пĕрремĕш пулăшу панă Алина Геннадьевнăна тав туса çырнисем сахал мар ятарлă кĕнекере. А.Фомина пенсионерка: "Пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама тăрăшать, шанчăка çухатнисене малалла талпăнма, чир-чĕрпе кĕрешме вăй-хал парать", _ тет. Тепĕр ватă çын çапла çырать: "Ялта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăлни питĕ те лайăх. Района кайса килесси чĕр нушаччĕ..." Участокра 1760 çын. Вĕсене шурă халатлă ĕçченсем тĕплĕ шута илнĕ. Кашни çемье, вĕсен ачи-пăчи мĕнле сывлăхлă пулнине лайăх пĕлсе, сăнаса тăраççĕ. Уйрăмра 5 койка-вырăн пур. Вăл пĕрре те пушă мар. Алина Геннадьевнăн ĕç стажĕ пысăк мар-ха. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлани икĕ çул çеç иртнĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех вăл ял халăхĕ умĕнче хисеп çĕнсе илчĕ. Ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă та çепĕç кăмăлĕпе, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнипе. Ентешĕсене ăнланса вăл хулари пурнăçа ялтипе улăштарчĕ. 2006 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Пăвара офис уçасшăн ăшталанаççĕ, анчах тухтăр çук. Ял халăхĕ Çĕнĕ Шупашкар хула клиникинче участок терапевчĕ пулса ĕçлекен Алина Васильевăна аса илнĕ. Ентешĕсем ăна яла ĕçлеме килме ыйтнинчен иртеймен çамрăк врач. Тепĕр сăлтавĕ те пулнă-ха унăн: хунямăшĕ тахçанах кинне яла килме чĕнет. Кăмăллă хунямăшне шелленĕрен те тăван ялтах тымар яма тăрăшрĕ. Çав кунах ĕçе пуçăнчĕ. Вера Васильевнăпа килĕштерсе те шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçларĕ кин. Хăй хĕрĕ пек юратать ăна вăл. Алина Геннадьевнăн мăшăрĕ, Николай Васильевич, милици работникĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн милицин участокри уполномоченнăйĕнче тăрăшать. Туслă та тату пурăнакан çемьере икĕ ача çитĕнет. Пушă вăхăт тупăнсанах Васильевсем ачисемпе юнашар пулма тăрăшаççĕ. Спортпа туслă мăшăр. Хĕл кунĕсенче культура çуртĕнче ял хĕрарăмĕсем тĕрлĕ конкурссенче тупăшаççĕ. Волейбол секцийĕ вăйлă аталаннă ялта. Унта шурă халатлă ĕçченсем пурте çырăннă. Алина Геннадьевна тата хĕл кунĕсенче хĕрарăмсем валли уçнă шейпинг кружокне ертсе пырать. Васильевсем Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнаççĕ. Алина Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Мударисовсен туслă та йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ. Кĕçĕнни вăл. Пĕр тăвансем пĕр-пĕриншĕн тăраççĕ, кил хушшинчи ушкăнпа тумалли ĕçсене пĕрле килĕштерсе пурнăçлаççĕ. Пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулайман вăхăтсем те пулаççĕ, çапах кăçал пурте Хура тинĕс хĕррине пĕрле пухăнса кайнине ытарлăн аса илеççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика