22 ноября 2008 г.
Лаш Таяпари ял библиотекинче нумай вулакан çемьесене палăртнă. Конкурса Тунгуловсен, Ильинсен, Леонтьевсен, Игнатьевсен çемйисем хутшăннă. Тĕрлĕ енлĕ иртнĕ вăл: "Нарспи" поэмăн сыпăкĕсене чи лайăх вуласси, тĕрлĕ каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене пĕлесси, çемьепе паллаштарасси... Чи нумай вулакансем _ Тунгуловсем, чи нумай пĕлме тăрăшакансем _ Леонтьевсем, чăн ăстаçăсем _ Ильинсем, чи лайăх вулакансем _ Игнатьевсем. Конкурсра "Пỹрнеске" клуб членĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă