Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕк ял тăрăхĕн тĕслĕхĕ

22 ноября 2008 г.

 Федерацин 2002 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнчи "Пĕтĕм халăх çыравĕ çинчен" 8-мĕш саккунне тата 2006 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнчи 7-р, Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 53-р хушăвĕсене тĕпе хурса Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленес енĕпе районта пурнăçламалли мероприятисем пĕтĕмпех паллă. Кăçал халăх пурăнакан вырăнти адрес хуçалăхне йĕркелесе çитермелле _ урамсен ячĕсен аншлагĕсене, çуртсен, по- дъездсен, хваттерсен номерĕсене çырса çакмалла, киввисене çĕнетмелле, вĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Çырава хатĕрленсе малтанхи ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе Елчĕк ял тăрăхĕ ыттисене тĕслĕх кăтартса пачĕ. Çурла уйăхĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 100 çул çитнине районта анлăн паллă тунине асра тытса Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин тăрăшнипе А.Ф.Беляев ячĕпе хисепленекен урам ячĕн аншлагĕсене, çуртсен номерĕсене çĕнетрĕç. Хальхи вăхăтра район центрĕнче çуртсен, подъездсен, хваттерсен номерĕсене çырса хатĕрлес, урам ячĕсен аншлагĕсене çĕнетес ĕç малалла пырать. Л.ГОРШКОВА, 2010 çулхи халăх çыравне районта хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси председателĕн çумĕ, Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика