Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăхăн карантин контрольне йĕркелеççĕ

19 ноября 2008 г.

Ỹсен-тăран тата вĕсемпе çыхăннă продукцие карантинри объектсенчен сыхлас тĕллевпе Раççей Федерацийĕнче 2000 çулхи июль уйăхĕнче "Ỹсен-тăрансен карантинĕ çинчен" федераци саккунĕ йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче патшалăх фитосанитари контрольне тата фитосанитари енĕпе сертификацилесси пурнăçланса пырать. Чăваш Республикинче территорине карантинри организмсене илсе кĕрессинчен тата сарăлассинчен сыхлас тĕлĕшпе Ветеринарипе фитосанитари асăрхавĕн федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ тимлет. Карантинри сиенлĕ çум курăксен, ỹсен-тăрансене чир-чĕр ертекен, сиен кỹрекен организмсен вучахне вăхăтра тупса палăртас тата аталанма парас мар тесе Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ỹсен-тăран карантинĕ тата тĕш тырă хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн специалисчĕсем ял хуçалăх çĕрĕсене, ỹсен-тăран продукцийĕсем упракан тата ĕçлесе хатĕрлекен вырăнсене, карантинри продукци килекен пунктсен тата вĕсен çывăхĕнчи территорине тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсемех тишкерсе тĕрĕслеççĕ: _ çĕршывра тата экспорт валли вăрлăхлăх тата лартса ỹстермелли материалсене çитĕнтерекен, йышлантарса сутакан организацисен пĕтĕм ỹсен-тăран калчисене; _ ют çĕршывран тата Раççейри карантинлă районсенчен кỹрсе килнĕ вăрлăхпа усă курса лартнă пур ỹсен-тăран калчине; _ карантинри сиен кỹрекенсем аталаннă тата вĕсен çывăхĕнчи районсен ял хуçалăх тата ытти çĕрĕсене. Карантина хупмалли çум курăксен вучахĕсене тупсан Ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕн федераци службин управленийĕ карантинлă фитосанитари зонипе режимне палăртать, Раççей Федерацийĕн субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органне карантин йĕркелеме кирли пирки пĕлтерет. РФ ĕç тăвакан влаç органĕн йышăнăвĕпе хуçалăха, яла е пĕтĕм района карантин йĕрки кĕртеççĕ. Чăваш Республикин кăнтăрти ултă район хушшинчи карантина йĕркелесе пыракан Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ỹсен-тăран карантинĕпе тата тĕш тырă хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен уйрăмĕ Канаш хулинчи, Полевая урамри, 14-мĕш çуртра вырнаçнă. 2008 çулта çак уйрăм специалисчĕсем Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Канаш районĕсенчи 33 ял тăрăхĕн 2177 кил-çурт вырăнĕсенче пулса çĕр улми нематоди тупса палăртас тĕллевпе тăпрана илсе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Лаборатори экспертизин кăтартăвĕсем Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен участокĕсенче халиччен те тупнă карантин объекчĕ _ çĕрулми нематоди пуррине палăртнă. Çĕр улми нематоди _ çаврака хуртсен пĕр тĕсĕ. Карантин мерисене пăхăнмасан вăл çĕр çинче нумайлăха юлса чире ытти участоксене те сарать. Нематодăпа томатпа çĕр улми ытларах сиенленеççĕ. Çак культурăсене яланах пĕр вырăнта лартса çитĕнтерсен тăпрара нематода тата вăйлăрах сарăлать, темиçе çул хушшинче тухăç 70-80 процент таран чакма пултарать. Тăпрара çак чир вăйлă сарăлсан анчах унăн паллисене курма пулать: тĕмсем начар ỹсеççĕ, тунисем сайра, йăваш, çулçисем часах сарăлса типсе лараççĕ. Нематода тăпрара тата ỹсен-тăран тымарĕнче аталанать. Çуркунне тата çу пуçламăшĕнче сыхланса юлнă цистасенчен личинкăсем тăпрана тухса çĕр улми тымарĕсене сиенлеççĕ. Вĕсем тымарти клеткăсемпе тăранса пурăнаççĕ, аталанун виçĕ тапхăрне иртсе цистасем йĕркелеççĕ (цистара вара 1400 личинка). Тăпрара цистасем 10 çулччен те аталанулăхне çухатмасса пултараççĕ. Çĕр улми нематодине аталанма нимĕнле çанталăк условийĕ те чăрмантармасть, вăл цистасем ернĕ тăпраллă ỹсен-тăран, ĕç-хатĕрĕ тата ыт. те урлă сарăлать. Чире аталанма парас мар тесен карантин условийĕсене пăхăнни пысăк вырăн йышăнать. Чирлĕ участоксенче 7 çул хушши нумай çул ỹсекен курăк лартса ỹстерни вырăнлă. Çак участоксенче пухса илнĕ тымар çимĕçпе килти хуçалăхра анчах усă курмалла, ял тăрăхĕн тулашне ăсатма юрамасть. Комсомольски тата Канаш районĕсенчи усă курман çĕр участокĕсенче вĕлтрен уки (повилика европейская) пĕр çул ỹсекен çум курăк тупса палăртнă. Вăл ỹсен-тăранăн 150 тĕсĕ (клевер, люцерна, çĕр улми, пахча çимĕç, пăрçа йышши культурăсем...) çинче аталанса вĕсен тухăçлăхне чакарать, вăрлăх, выльăх апачĕн пахалăхне начарлатать, выльăх-чĕрлĕх сывлăхне япăх витĕм кỹрет. Вĕлтрен уки _ ỹсен-тăрансен вируслă чир-чĕрне саракан та. Сиенлĕ çум курăк ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕ, ял хуçалăхĕнче усă куракан техника, тара, транспорт, выльăх-чĕрлĕх, вĕçен кайăк, çил, шыв урлă аталанать. Унран хăтăлас тесен хăш-пĕр çул çак çум курăк витĕм кỹреймен культурăсем лартса çитĕнтермелле. Çум курăк ĕрченĕ вырăнти ỹсен-тăрансене вăл чечеке лариччен çулса илсе типĕтсе çунтармалла. Çулса илнĕ хыççăн юлнисене те çунтарса е хими мелĕпе пĕтермелле. Карантин условийĕсене пăхăнма нихăçан та манмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика